Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Камсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ай-уй, камсем кун пекех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫаҫҫӗ тетӗп, кусем пирӗн Василий Петровичпа Лена пулчӗҫ иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Виктор подвалта камсем пулнине лайӑххӑн курса ҫитме те ӗлкӗреймерӗ, ӑна каллех допроса илсе кайрӗҫ.

Виктор и не успел еще хорошенько разглядеть тех, что находились вместе с ним в подвале, когда его снова повели на допрос.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ан тив, эпир камсем иккенне курса тӑччӑр, пирӗн сасӑсене илтчӗр.

Пусть увидят наше лицо, услышат наш голос.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗпчесен-тӗпчесен пура пӗренисене камсем касса панине, хӑҫан, мӗнле турттарса килнине, ӑна пураласа хӑпартса лартнӑ чухне миҫе кӗленче эрех ӗҫсе янине йӑлтах каламалла пулчӗ кил хуҫин.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Тӗрӗслерӗҫ: йывӑҫсене кам панӑ, ӑҫтан каснӑ, камсем турттарса килнӗ, уншӑн миҫе тенкӗ тӳленӗ, ордерӗ камра?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Сан пата камсем килсе ҫӳренине, эсир мӗн калаҫнине итлесе-сӑнаса тӑма хушать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Йывӑҫсемпе вутта ӑҫта, миҫемӗш кварталта, камсем каснине тата мӗн чухлӗ юлнине шут шӑрҫипех шутларӗ, эпӗ каласа пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кам куписем, камсем турттарнӑ тесе, тӳрех шырама, тӗпчеме ҫакӑнтан тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам ӗҫпе кӑштӑртатнӑ хушӑрах ҫав ҫулпала камсем мӗнле йывӑҫ турттарнине тимлӗн асӑрхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Камсем унта? — пӗр харӑсах ыйтаҫҫӗ пӳртрисем.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

«Приискра вӗлернӗ Герасимов хыҫҫӑн акӑ камсем юлнӑ: ашшӗ 63 ҫулта, Ащеринӑ ялӗнче пурӑнать, амӑшӗ — Екатерина Васильевна Герасимова 59 ҫулта, йӑмӑкӗ — Мария 18 ҫулта, иккӗшӗ те Улатӑр хулинче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Аманнисем хушшинче акӑ камсем пулнӑ иккен: Кладбищирен Семен Петрович Бородулин, Шӑнкӑртамран Кара Батретдин Бахировпа Залялетдин Саляхетдинов-Дзералетдинов, Улатӑр хулинчен — Петр Васильевич Червяков.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Камсем парса ячӗҫ?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Улахӗнче камсем пулаҫҫӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫтаппан, тулта камсем шавлаҫҫӗ унта?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Камсем вӗсем — вӑрӑ-хурахсем?

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурахсем камсем вӗсем?

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асӑрхарӑн-и, Михаил Степанович: «Камсем ӗҫлеҫҫӗ унта, вулӑсри комсомолта?» — тесе ыйтсан, Уҫӑп пичӗ хӑмач пек хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Камсем ӗҫлеҫҫӗ-ха унта, вулӑсри комсомол-та? — Озеров енне ҫаврӑнчӗ Степанов.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учительница Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне — мартӑн саккӑрмӗшне — пӗрремӗш хут ӑҫта уявланине, ҫак юхӑма камсем пуҫарса янине тата ертсе пынине тӗплӗ каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех