Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирсерен сăмах пирĕн базăра пур.
Ирсерен (тĕпĕ: ирсерен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирсерен будильник шӑнкӑртаттарнине туймасть вӗт-ха чӗрӗ этем.

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ирсерен кун ҫути хавассӑн хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла ҫав, ирсерен ял Советне кӗрет Хумкка, анчах пӗрре те ыр хыпар пӗлтермеҫҫӗ мучие.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирсерен вӑл, арӑмне чӑрмантарас мар тесе, каҫран юлнӑ яшкана хӑех ӑшӑткаласа ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ те ман пек ирсерен хӑв тӑрӑх сивӗ шыв яма пуҫла-ха, ҫамрӑклансах кайӑн, — те чӑнласа, те шӳтлесе каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Архипов тата юлташӗсем ӗҫе ирсерен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирсерен, ӗҫе кайиччен, чип-чиперех икӗ-виҫ тӗм лартса ӗлкӗрме май пур, — вӑтанарах сӑмах хушрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирсерен ачасемпе пӗрле пуҫтарӑнса Кӗтне юханшывӗ хӗррине анни, унта ушкӑнпа ут кӑшкар курӑкӗ пуҫтарни асра юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ирсерен хӗвел те шывран тухнӑ пек туйӑнать, каҫпала вара каллех шыва анса ларнӑн туйӑнать.

Даже солнце по утрам как будто из воды выходит, а к вечеру снова в воду опускается.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑҫтан пӗлен, вӑхӑт иртнӗҫем, арӑмӗ ӑна каллех ирсерен ӑшӑ шывпа пит ҫутарма пуҫлӗ, пӗчӗк минтерне те юсаса парӗ, ун ҫине вӗр-ҫӗнӗ, чечеклӗ минтер пичӗ тӑхӑнтарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Витерми хупӑпа чӗркӗмлеттӗн - Ирсерен хулӑнрах кун уртса.

Куҫарса пулӑш

Ятупа витӗнетӗп // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8107.html

Малтан — калама та намӑс! — ирсерен картишсем тӑрӑх ҫӳп-ҫап, лапра-ҫӗпре пуҫтарса ҫӳрекен грузовик ҫинче ӗҫлерӗм, «Золотарь», теҫҫӗ пирӗн ун пек шоферсене.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хытса ҫитмен ҫамрӑк шӑмшак ирсерен такам хӗнесе тӑкнӑ пек суратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ирсерен ӗҫлӗ калаҫусем, тӗлпулусем ирттерме, килӗшӳсем алӑ пусма тӑрӑшӑр - ӑнӑҫлӑ эрне.

В утренние часы на этой неделе благоприятное время для деловых переговоров, встреч, заключения сделок.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эп ирсерен гимнастика тӑватӑп, ҫавӑ пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ку ҫул вилӗм нумай пулать! — ирсерен хӗвел ҫутӑ шупка тӗспе пӗвенсе пӗлӗтелле хӑпарнине курса, калаҫрӗҫ карчӑксем те.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирсерен ура ыратми пула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑйне аван туять, килте ҫӳрет, ирсерен физкультура хусканӑвӗсем те тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Альбертӑн янах таврашне арҫын мӑкӗ тапса тухсан та унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсерен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарнӑ, питне-куҫне те вӗсемех ӑшӑ шывпа ҫуса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ирсерен вара ҫав сӗврӗк, нӳрри тухса пӗтмен ҫӑм пушмака тӑхӑнсах ӗҫе ҫӳреме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех