Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкек сăмах пирĕн базăра пур.
Инкек (тĕпĕ: инкек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунӑ ҫул каяллахи пек, тӳресем сахалтарах пулччӑр, ҫӗрне памастпӑр, ҫӗр инкек вырӑнне пӗр инкек пултӑр тесе вырӑсла мӗнле каламалла, Якур?»

Пусть бы было как прежде, лет десять назад, поменьше начальства, а землю мы не дадим, семь бед — один ответ, скажи, Ягур, как это будет по-русски?

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сан хӑвӑн инкек ав, Максудӑн хӑйӗн инкек.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк инкек пуличчен пӗчӗк инкек пулсах пытӑр теҫҫӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкек ҫук ҫӗртен инкек шыраса ан ҫӳрӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Никам тӳсейми асаплӑ пурнӑҫ туса пачӗ вӑл пире, пӗр инкек хыҫҫӑн тепӗр инкек кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑс кӗрсе ҫитмен ача пек хӑтлантӑм, инкек ҫук ҫӗртен хам валли инкек тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Картиш енчен арӑмӗ ӳленӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ — хӗрарӑмӑн кирек мӗнле инкеке те час туякан чӗри кил-йыш пурнӑҫӗнче темле пысӑк инкек пулнине сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Суккӑра юлни — пысӑк инкек, ҫав инкекпе танлаштарсан, вилӗм нимӗн те мар».

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Енчен те ун валли инкек ертсе килетӗр тӗк, ара, эсир ҫапла ҫирӗплетрӗр-ҫке, — нимӗнрен те, ҫав шутра инкекрен те, ан хӑрӑр, мӗншӗн тесен ку сирӗн пӗрлехи хуйхӑ пулать, ҫав хуйхӑ вара — юрату.

— Если даже вы принесете ему несчастье, как уверены в том, — не бойтесь ничего, даже несчастья, потому что это будет общее ваше горе, и это горе — любовь.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Чӑнах та, «Упа амипе» сирӗн — инкекрен те инкек.

— Действительно, с «Медведицей» у вас крах.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Йӗпе ҫине сапа тенӗ евӗрлӗ ҫав кун манӑн инкек хыҫҫӑн инкек тупӑнса пычӗ.

Несчастья одно за другим приходили ко мне в этот день.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫитнӗ-ҫитменех апӑрша ҫыннисемпе инкек хыҫҫӑн инкек пулса иртрӗ.

Немедленно по приезде с ними начались несчастные случаи.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Инкек, инкек! — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ ватӑ хирург.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ку сана пӑшӑрхантармарӗ — сан инкекӳ мар-ҫке, ют инкек.

Тебя это не касалось, не пекло.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Юлашки вӑхӑтра мана тӑтӑшах пӗр ырӑ мар туйӑм канӑҫ памасть (епле, ӑҫтан пуҫланчӗ вӑл — хам та ӑнлантарса параймӑп): манӑн алӑк урати умӗнче темӗнле инкек, темӗнле тунсӑхлӑ инкек, кӑштӑртатса тӑнӑ пек туйӑнать.

Не знаю, я не могла бы объяснить точно, откуда у меня такое ощущение, но все последнее время мне казалось, будто у моих дверей осторожно скребется какая-то тоска, какая-то беда.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Инкеке пула ырри пулать, — терӗ тилӗ, — инкек куртӑн пулсан та, эсӗ Ухмахсен Ҫӗршывне килсе тухрӑн вӗт… — терӗ вӑл Буратинона.

— Нет худа без добра, — сказала лиса, — зато ты попал в Страну Дураков… — сказала она Буратино.

Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Икӗ инкек пӗрле пулма пултараймасть, ҫавӑнпа вӗсем пӗр-пӗринчен тарчӗҫ: кашниех лешсен инкекӗ хӑйсеннинчен пысӑкрах тесе шутларӗ.

Два несчастья не могли быть вместе, они бежали друг от друга; каждый думал, что беда другого больше, чем его.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: Илинька Грап, мана курсан, питӗм ҫине сурать тата, ман ҫине сурса, тӗрӗс тӑвать; Оперов эпӗ инкеке лекнӗшӗн савӑнать, ман инкек ҫинчен пурне те кала-кала парать; Колпиков мана Яр патӗнче тивӗҫлипе намӑс кӑтартнӑ иккен; Корнакова княжнӑпа хам тӑрлавсӑр калаҫнисем хыҫҫӑн урӑхла пулма та пултараймасть т. ыт. те, т. ыт. те.

Я думал, что Иленька Грап плюнет мне в лицо, когда меня встретит, и, сделав это, поступит справедливо; что Оперов радуется моему несчастью и всем про него рассказывает; что Колпиков был совершенно прав, осрамив меня у Яра; что мои глупые речи с княжной Корнаковой не могли иметь других последствий, и т. д., и т. д.

XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сана эп хӑрушӑ инкек ҫинчен систернине пӗлсех ҫыратӑп; анчах маларах е каярах, манран-и е урӑххинчен эсӗ ӑна пурпӗрех пӗлеттӗн; ҫак инкеке, турӑ хӗрхенессе шанса, ҫирӗппӗн чӑтса ирттерме тӑрӑшӑр.

Я знаю, какой ужасный удар наношу тебе; но все равно, рано или поздно, от меня или от других, ты получил бы его; постараемся же с твердостию и надеждою на милосердие божие перенести это несчастие.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чукчасен организмӗнче инфекциллӗ чирсене хирӗҫ тӑракан иммунитет ҫук, ҫавӑнпа вӗсен хушшинче грипп эпидемийӗ те пысӑк инкек кӳме пултарать: тепӗр ҫӗрте чума е холера бациллисем кӑна кӳме пултараҫҫӗ ун пек инкеке.

У чукчей нет естественного иммунитета против инфекционных заболеваний, поэтому даже эпидемия гриппа у них может вызвать такие последствия, которые в другом месте могут вызвать только бациллы чумы или холеры.

Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех