Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иксӗре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксем тӑвӑр пӳрт ӑшчиккине ун-кун пӑхкаласа ҫаврӑннине курсан: — Ан шикленӗр, ҫенӗкре иксӗре валли те вырӑн тупӑнать, — тесе, Пӑлаки аппа сӗтел ҫинчи савӑт-сапана пуҫтарса ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Двигателистсем хушшинче, иксӗре пӗр единицӑна пӗрлештерсен, сирӗнтен маҫтӑртараххи пулмасть те-иҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ыран иксӗре те кӗтетӗп, — терӗ вӑл, пирӗнпе васкавлӑн сывпуллашса.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗрлештерӗп эпӗ Кулюккапа иксӗре, — сиввӗн тавӑрса хучӗ те Ҫимун, хӑрах аллине суранӗ ҫинчен илмесӗр, пахчасем урлӑ урамалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗршыв умӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн сире иксӗре те наградӑлама тӑратрӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑн ирӗкӗм пулсан, пӗр сӑмах та каламӑттӑм, Эрхиппе иксӗре ӗмӗрлӗхе пехиллӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аҫу хирӗҫрӗ пулсан та, упӑшкупа иксӗре телей пехиллерӗм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти упӑшкупа иксӗре валли пултӑр! — Анук ҫупҫерен виҫӗ питшӑлли кӑларчӗ, иккӗшне Дуся еннелле тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратнӑ ҫынпа вӑхӑта ирттерме май тупӑр, ку сире иксӗре те лайӑх витӗм кӳрӗ.

Найдите больше времени, чтобы провести его с любимым человеком, это положительно скажется на вас обоих.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Иксӗре те хамӑрла чӗнмеҫҫӗ, шельмӑсем.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— Мӑшӑрланнӑ ятпа чунтан саламлатӑп, — тет вӑл, тортне Анна Петровнӑна тыттарса, — иксӗре те ырлӑх-сывлӑх, телей сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Сире иксӗре те вӗрентетӗп халӑхпа ӗҫлеме!

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иксӗре пӗрле ӗҫлени пит килӗшмеллеччӗ те…

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Витӗр куратӑп иксӗре те: вӑл мӗнле кӑмӑллине те, хуна секретаре суйлама кам сӗннине те пӗлетӗн-иҫ!..

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сире, упӑшкупа иксӗре, татах хирӗҫтерме.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иксӗре мӗн килӗшнине туни – чи лайӑх шухӑш.

Верным решением будет сделать то, что нравится обоим.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Сире иксӗре пӗр вырӑнпа ҫитет пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Сире кунта иксӗре валли те вырӑн ҫитет — ман хурҫӑ урхамахӑн кабини пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Эрнен иккӗмӗш ҫурри савнипе иксӗре лӑпкӑ кӑмӑл парнелӗ.

Зато вторая половина недели подарит радостные минуты душевного единения с вашей половинкой.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ҫапах та ман сире иксӗре килӗштерес килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех