Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иванӗ (тĕпĕ: Иван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗсем асӑрхарӗҫ, Сехре Иванӗ каллех Марине патне час-часах кӗрсе тухма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, эпӗ вире ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑм, кам пӗлет-ха, акнӑ пӑтӑ шӑтать-и вӑл сирӗн? — хӑйне тӳрре кӑларма тытӑнса пӑхрӗ Сехре Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ пӗр-пӗр инкекшӗн кулянакан ҫын, анчах — тӗрӗссине калар — вӑл пӗтӗм чунтан хыпӑнса ӳксе нумайччен ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр хуйхӑрса ҫӳрекен этем мар.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Куртӑм ӗнтӗ, — ку тӗлӗнтермӗш ӗҫе хӑйне хушнинчен аптраса ӳкнине пытараймасӑр тавӑрчӗ Сехре Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ бригадӑна ҫитрӗ те михӗсене лав ҫинчен ҫӗре иле-иле лартрӗ, хӑй, Маринене кӗтсе, чӗлӗм чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫ-тӑватӑ кун каялла Сехре Иванӗ чун килениччен Маринепе калаҫса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра Сехре Иванӗ ялти ҫынсем тӗлӗшӗнчен те иккӗленме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ тек нимӗн те шарламарӗ, тута айӗн кулса илчӗ те ҫӑмӑллӑн ҫеҫ ялалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл пулатех, унсӑр мӗнле вара? — терӗ Сехре Иванӗ, пӗр ват ҫынни панулми пирки астутарсан.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине бригадинче эрех илме каяканӗ шӑп кӑна Сехре Иванӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачасенчен пӑрӑнсанах ун патне «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхоз председателӗ Катрам Иванӗ пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир вӑйсӑр, — терӗ Катрам Иванӗ, Левентей ҫине пуҫ сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Катрам Иванӗ пек ниҫта тухса ҫӳремесӗр ан пурӑн, — терӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сехре Иванӗ сухалӗ пек, — илемлӗн кулать Марине.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Тулли витрене хирӗҫ пулсан, ҫул ӑнаканччӗ, чиперех кайса килетӗп пулас-ха», — тенӗ Сехре Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе кунтан вара Сехре Иванӗ бригадӑран шыва путнӑ пекех ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун хыҫҫӑн Сехре Иванӗ ним калама та аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ ун пек ҫын мар, вӑл килне васкамасӑр кӑна утса ҫитрӗ те чӗринче нимле ҫилӗ туймасӑр ӑшӑ сӗтпе каҫхи апат турӗ, эрехне вара шкапа хӑйӗн вырӑнне лартса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Сехре Иванӗ ҫакӑн хыҫҫӑн кунӗпех Марине ҫинчен шухӑшларӗ, куҫ умӗнче вӗҫӗмсӗр унӑн тулли пичӗ, унӑн хӗрле ҫыхнӑ шап-шур тутӑрӗ тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне хӑва турттарса килнӗ чухне Сехре Иванӗ укӑлча хапхинчен кӗнӗ-кӗменех Маринене тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех