Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иваныча (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫула май сан патна Петр Иваныча кӗртсе хӑварас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Айккинелле ҫаврӑнса пӑхатӑп та — куратӑп: икӗ боецпа Василий Иваныча пӗр вунпилӗк ҫын хупӑрласа илнӗ.

Оглянулся вбок и вижу: Василия Иваныча с двумя бойцами человек пятнадцать окружили.

Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Илтсенех вара вӑл: «Ман пата Чапаева, Василий Иваныча, чӗнсе илӗр», тесе приказ парать.

А раз слыхал, то непременно приказание даст: «Вызвать ко мне Чапаева Василия Иваныча».

Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Иван Иваныча хӑйнех кайса тыттартӑм тата хамран сӑмахпа хушса каларӑм.

— Сдал самому Ивану Иванычу и от себя добавил на словах.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Тепӗр чухне, хӑна пӳлӗмне пӗччен тӑрса юлсан, Любочка пӗр-пӗр авалхи кӗвве калас-тӑк, ирӗксӗрех кӗнекене хуратӑп та балконӑн уҫса хунӑ алӑкӗнчен ҫӳлӗ хурӑнсен усӑнса тӑракан кӑтра турачӗсем ҫине пӑхатӑп, ку туратсене каҫхи мӗлке хупласа илет ӗнтӗ, таса тӳпенелле тинкеретӗп, ун ҫине сӑнаса пӑхатӑп-пӑхатӑп та, сасартӑк тусанлӑ сарӑрах пӑнчӑ курӑннӑ пек, унтан каллех ҫухалнӑ пек пулса каять; вара залри музыкӑпа, хапха чӗриклетнине, хӗрарӑмсен сассисене тата ялта кӗтӳ антарнине итленӗ май, эпӗ сасартӑк Наталья Савишнӑна, аннене, Карл Иваныча аса илетӗп те, ман пӗр минута ӑш вӑркаса каять.

Иногда, оставшись один в гостиной, когда Любочка играет какую-нибудь старинную музыку, я невольно оставляю книгу, и, вглядываясь в растворенную дверь балкона в кудрявые висячие ветви высоких берез, на которых уже заходит вечерняя тень, и в чистое небо, на котором, как смотришь пристально, вдруг показывается как будто пыльное желтоватое пятнышко и снова исчезает; и, вслушиваясь в звуки музыки из залы, скрипа ворот, бабьих голосов и возвращающегося стада на деревне, я вдруг живо вспоминаю и Наталью Савишну, и maman, и Карла Иваныча, и мне на минуту становится грустно.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныча эпӗ юрататтӑм, мӗн хам астӑвассах унӑн сӑнарне куҫ умӗнче тытатӑп, ӑна хамӑр ҫемье ҫынни тесе шутлама хӑнӑхнӑччӗ; Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ.

Карла Иваныча я любил, помнил его с тех пор, как самого себя, и привык считать членом своего семейства; но St.-Jérôme был человек гордый, самодовольный, к которому я ничего не чувствовал, кроме того невольного уважения, которое внушали мне все большие.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ чиперлӗхе ытла та тӗлӗнмелле ӑнланаттӑмччӗ — Карл Иваныча та тӗнчери чи чипер ҫын тесе шутлаттӑм; анчах хам илемсӗр пулнине питӗ лайӑх пӗлеттӗм, ун пирки нимӗн чухлӗ те йӑнӑшман вара; ҫавӑнпа хамӑн ҫи-пуҫ пирки каланӑ сӑмах мана чӗрене тивсе кӳрентеретчӗ.

Я имел самые странные понятия о красоте — даже Карла Иваныча считал первым красавцем в мире; но очень хорошо знал, что я нехорош собою, и в этом нисколько не ошибался; поэтому каждый намек на мою наружность больно оскорблял меня.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ манишкӑна Карл Иваныча пама пултӑм, кукамай тӑнипе тӑманни ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.

Я взялся передать манишку и спросил, встала ли бабушка.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аса илетӗн Карл Иваныча тата унӑн хурлӑхлӑ шӑпине — вӑл эпӗ пӗлекен пӗртен-пӗр телейсӗр ҫынччӗ, — ҫав тери хӗрхенес килет ӑна ман, куҫран куҫҫулӗ пӗрхӗнсе тухичченех юрататӑп-ҫке ӑна: «Турӑ телей патӑрах ӑна, турӑҫӑм, ӑна пулӑшма, унӑн хуйхине ҫӑмӑллатма май туса парсамччӗ мана; эпӗ хама пӗр хӗрхенмесӗр уншӑн тем тума та хатӗр», — тесе шухӑшлатӑп вара.

Вспомнишь, бывало, о Карле Иваныче и его горькой участи — единственном человеке, которого я знал несчастливым, — и так жалко станет, так полюбишь его, что слезы потекут из глаз, и думаешь: «Дай бог ему счастия, дай мне возможность помочь ему, облегчить его горе; я всем готов для него пожертвовать».

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Атте Карл Иваныча мӗншӗн ятланине эпӗ ниепле те ӑнланаймарӑм.

Я никак не мог постигнуть, зачем папа бранит Карла Иваныча.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ Карл Иваныча ачасемпе пӗрле илес тетӗп.

— Я беру Карла Иваныча с детьми.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Диалогсен кӗнеки ҫине чылай вӑхӑт хушши тӑрлавсӑр пӑхса лартӑм, анчах часах уйрӑлса каясси ҫинчен шухӑшланӑран куҫӑмсем куҫҫульпе тулнине пула пачах вулаймарӑм; мӗн вуланине Карл Иваныча каласа пама вӑхӑт ҫитсен, вӑл куҫне хӗссе итленӗ чухне (ку вара ырра пӗлтерместчӗ), шӑпах пӗри: «Wo kommen Sie her?» тесе ыйтнӑ, тепри: Ich komme vom Kaffe-Hause, тесе ответленӗ вырӑнта чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, ӗсӗклесе йӗнӗрен Haben Sie die Zeitung nicht gelesen? тенине те калама пултараймарӑм.

Долго бессмысленно смотрел я в книгу диалогов, но от слез, набиравшихся мне в глаза при мысли о предстоящей разлуке, не мог читать; когда же пришло время говорить их Карлу Иванычу, который, зажмурившись, слушал меня (это был дурной признак), именно на том месте, где один говорит: «Wo kommen Sie her?», а другой отвечает: «Ich komme vom Kaffe-Hause», — я не мог более удерживать слез и от рыданий не мог произнести: «Haben Sie die Zeitung nicht gelesen?»

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Килтен тухса кайиччен, аннерен уйрӑличчен тата мӗскӗн Карл Иваныча кӳрентериччен, эпӗ ӗмӗрех вӗренӗттӗмччӗ.

Уж лучше бы век учиться да не уезжать, не расставаться с матушкой и не обижать бедного Карла Иваныча.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫапах Карл Иваныча шел.

 — Однако жалко Карла Иваныча.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анне тӑна кӗчӗ, кичем шухӑшӗсене сирсе ярасшӑн пулнӑ евӗр пуҫне чӗтретсе илчӗ, Карл Иваныча алӑ тӑсса пачӗ, лешӗ унӑн аллине чуптунӑ хушӑра хӑй старикӗн пӗркеленчӗк тӑнлавӗнчен чуптуса илчӗ.

Она опомнилась, тряхнула головкой, как будто желая этим движением отогнать грустные мысли, подала руку Карлу Иванычу и поцеловала его в морщинистый висок, в то время как он целовал ее руку.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана.

Его доброе немецкое лицо, участие, с которым он старался угадать причину моих слез, заставляли их течь еще обильнее: мне было совестно, и я не понимал, как за минуту перед тем я мог не любить Карла Иваныча и находить противными его халат, шапочку и кисточку; теперь, напротив, все это казалось мне чрезвычайно милым, и даже кисточка казалась явным доказательством его доброты.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ хама та, Карл Иваныча та кӳрентӗм, кулас та, йӗрес те килет; кӑмӑл хуҫӑлчӗ.

Мне было досадно и на самого себя, и на Карла Иваныча, хотелось смеяться и хотелось плакать: нервы были расстроены.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ Карл Иваныча кӳреннӗрен ҫакнашкал шухӑшласа выртнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн кровачӗ патне пычӗ, вӗтӗ шӑрҫаллӑ кӳшелккене вырнаҫтарса ҫакнӑ сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, шӑна тытмалли патакне пӑтаран ҫакрӗ те палӑрсах тӑракан чи ырӑ кӑмӑлпа пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ.

В то время как я таким образом мысленно выражал свою досаду на Карла Иваныча, он подошел к своей кровати, взглянул на часы, которые висели над нею в шитом бисерном башмачке, повесил хлопушку на гвоздик и, как заметно было, в самом приятном расположении духа повернулся к нам.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Матвей Иваныча чӗнсе кил!

— Зови Матвея Иваныча!

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

— Матвей Иваныча чӗн-ха!

— Позови-ка мне Матвея Иваныча!

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех