Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иванне (тĕпĕ: Иван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян конюх хӑйӗн качакине пӑхассипе вӑхӑт ытларах ирттерчӗ пулас, колхоз витине ирхи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ ҫитрӗ, вӑл пынӑ ҫӗре Левентей пур витесене те тӗрӗслесе тухма ӗлкӗрнӗ, халӗ Сехре Иванне конюхсен ҫуртӗнче кӗтсе ларать.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Качаки сӗт нумаях памасть, ҫапах та укҫалла илни мар ӗнтӗ, Сехре Иванне вӑл та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь хӑвӑрпа урам урлах ӗнтӗ вӑл: Паймук Иванне качча тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унӑн ӑна, хӑйӗн Иванне, кирек мӗнле пулсан та, лайӑх курса юлмалла, — кам пӗлет, тен, юлашки хут?! — чылайлӑха, яланлӑха, ӗмӗрлӗхе асра тытса юлмалӑх курмалла, анчах та куҫ малтанхи евӗрех тӗтреллӗ, сӑн палӑрмасть, ҫумӑр шывӗ юхакан кантӑк витӗр пӑхнӑ пекех.

Ей надо, ей обязательно надо увидеть своего Ивана хорошо, ясно — как знать, не последний ли раз? — хочется запомнить его лицо надолго, навсегда, на всю жизнь, но по-прежнему все видится как в тумане, все расплывается, размывается.

Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.

Ҫапла Петӗркке Иванне каҫарнӑ вара.

Так и простили Ивана Петрова.

Шилетке // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хуҫи каланӑ: «Ҫук, Петӗркке Иванне каҫарас пулать; эпӗ суту-илӳ тума пуҫланӑ чухне, вӑл манӑн юлташӑмччӗ. Авланнӑ чухне манӑн венчете кайма тумтирӗм те ҫукчӗ; вӑл мана хӑйӗн шилеткине тӑхӑнтарчӗ. Ҫук, Петӗркке Иванне каҫарас пулать», — тенӗ.

Купец говорит: «Ивана Петрова надо простить: когда я начинал торговать, мы с ним товарищами были. Когда я женился, мне под венец надеть нечего было. Он мне свою жилетку дал надеть. Ивана Петрова надо простить».

Шилетке // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хуҫи шухӑшланӑ-шухӑшланӑ та каланӑ: «Петӗркке Иванне каҫарас пулать», — тенӗ.

Купец подумал и говорит: «Ивана Петрова надо простить».

Шилетке // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Илемлӗ, ҫӳллӗ, пӗчӗк ҫеҫ хӗр кӑкриллӗ, ҫинҫе пилӗклӗ Малаша ял тӑрӑх ҫӳренӗ чух — каччӑсем, вӑл качча кайнине тата хӑйӗн Иванне никампа та улӑштарас ҫуккине манса кайсах, ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхнӑ, унпа хавассӑн калаҫнӑ.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Хӑҫӑн чакӗ-ши пирӗн хушӑмӑрта катӑклӑхпа чирлисен йышӗ? — тесе тарӑхнӑччӗ М. Волков («Хыпар», 1993, ҫу, 15) Юркка Иванне вӑрҫса.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех