Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла имшер выльӑх — Лавана, тӗрекли Иакова пулнӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та [Иакова] ывӑл ҫуратса панӑ, [Рахиль] каланӑ: Турӑ манӑн ҫийӗмри мӑшкӑла сирчӗ, тенӗ.23. Она зачала и родила [Иакову] сына, и сказала [Рахиль]: снял Бог позор мой.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Лия татах йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова улттӑмӗш ывӑл ҫуратса панӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ Лийӑна илтнӗ: вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова пиллӗкӗмӗш ывӑл ҫуратса панӑ.17. И услышал Бог Лию, и она зачала и родила Иакову пятого сына.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Зелфа, Лия тарҫи, [татах йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ.12. И [еще зачала] Зелфа, служанка Лии, [и] родила другого сына Иакову.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Зелфа, Лия тарҫи, [йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова ывӑл ҫуратса панӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лия хӑй ҫуратма пӑрахнине курнӑ та хӑйӗн тарҫине Зелфӑна илсе Иакова арӑмлӑха панӑ, [Иаков ун патне кӗнӗ].
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Валла, Рахиль тарҫи, татах йывӑр ҫын пулса, Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ.7. И еще зачала и родила Валла, служанка Рахилина, другого сына Иакову.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Валла [Рахиль тарҫи], йывӑр ҫын пулса, Иакова ывӑл ҫуратса панӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рахиль хӑй Иакова ача ҫуратса парайманнине кура аппӑшне ӑмсана пуҫланӑ, вара Иакова: мана ача пар, унсӑрӑн эпӗ вилетӗп, тенӗ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. [Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: мана юратманнине Ҫӳлхуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Лаван Иакова каланӑ: манӑн тӑванӑм тесе эсӗ маншӑн ахалех ӗҫлесе тӑрӑн-и? кала мана, сана мӗн тӳлес? тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исаак Иакова пилленине, ӑна Месопотамие ҫавӑнтан арӑм илме пиллесе янине, «ханаан хӗрӗсенчен ху валли арӑм ан ил» тесе ӳкӗтленине, 7. Иаковӗ хӑйӗн ашшӗпе амӑшне итлесе Месопотамие тухса кайнине Исав курнӑ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2. тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил; 3. Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; 4. сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать; 43. халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар; 44. пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен, 45. пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗхӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Исаак [хӑйӗн ывӑлне] Иакова пиллӗх парсассӑнах, Иаков Исаакӑн, хӑйӗн ашшӗн, куҫӗ умӗнчен тухса кайсассӑнах, Исав, пиччӗшӗ, кайӑк тытса таврӑннӑ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Исаак Иакова каланӑ: [ман ҫывӑхӑма] кил-ха, ывӑлӑм, эпӗ сана хыпаласа пӑхам, эсӗ манӑн Исав ывӑлӑм-и, вӑл мар-и? тенӗ.21. И сказал Исаак Иакову: подойди [ко мне], я ощупаю тебя, сын мой, ты ли сын мой Исав, или нет?
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Килӗнчи тумтиртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ; 16. унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ; 17. унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.