Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шухӑша кайса ҫӳрессине темле именчӗклӗ савӑклӑхпа, эпӗ маларахра асӑннӑскерпе, час-час ылмаштарни, аттен юратнӑ сӑмахӗсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӗрмай калани, аттепе пуҫарнӑ калаҫусене ытти ҫынсемпе малалла тӑсни, — ҫаксем пурте, эхер ку хӑтланусене атте мар, урӑх ҫын тӑвас-тӑк тата эпӗ ҫулпа аслӑрах пулас-тӑк, аттепе Авдотья Васильевна хушшинчи ҫыхӑнусене мана ӑнлантарса паратчӗҫех, анчах эпӗ ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӗшмӗртеймерӗм, атте ман умра Петр Васильевичран темле ҫыру илсе, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн тарӑхса кайсан та, август уйӑхӗ иртичченех Епифановсем патне ҫӳреме чарӑнсан та, эпӗ пачах нимӗн те сисмерӗм.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Питравка кунӗ атте менелникӗнче вӗсем те, ытти хӑнасем те пулчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗнпе Епифановсем хушшинчи ҫыхӑнусем темле сӑлтавпа пӑч татӑлчӗҫ, атте кӑна вӗсем патне кайса ҫӳреме чарӑнмарӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир килнӗренпе Епифановсем пирӗн патӑмӑрта икӗ хут пулчӗҫ, эпир вӗсем патне пӗр хут кайса килтӗмӗр.С тех пор как мы приехали, Епифановы только два раза были у нас, и раз мы все ездили к ним.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑннипе Епифановсем акӑ мӗнле ҫынсемччӗ.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал каланисене илтнӗрен, Епифановсем пирӗн тӑшмансем пулни, вӗсем аттене ҫеҫ мар, хӑйсем аллине лекес-тӗк, унӑн ывӑлне те чиксе е пӑвса вӗлерме хатӗрри, вӗсем пач улӑштармалла мар пӗлтерӗшпе хура юнлӑ ҫынсем иккенни пирки манра ача чухне ҫирӗп те уҫӑмлӑ ӑнлану ҫуралнӑччӗ, анне вилнӗ ҫулхине Авдотья Васильевна Епифанова, la belle Flamande, чирлӗ аннене пӑхнине курсан, вӑл хура юнлисен ҫемйинчи ҫын пулнине эпӗ йывӑрпа ӗнентӗм, ҫапах ку ҫемье пирки чи япӑх шутлама пӑрахмарӑм.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗнпе Епифановсем хушшинче тахҫантанпах темле ҫӗршӗн тавлашу пынӑ.У нас с Епифановыми с давних пор была тяжба за какую-то землю.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ах, эпӗ мансах кайнӑ, — терӗ атте кӑмӑлсӑррӑн хулне сиктеркелесе тата ӳсӗркелесе: — эпӗ Епифановсем патне паян ҫитме пулнӑччӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
- 1