Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Енпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юрать, пирӗн енпе мар, леш енӗпе килеҫҫӗ — хӑрасарах шухӑшларӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хальхи хореографи кружокӗсем, ҫамрӑксен вокал ансамблӗ, фитнес-клуб тата ытти тӗрлӗ енпе ҫынсен ӑсталӑхне аталантарса пыма условисем хатӗрленӗ.

Подготовлены условия для кружков современной хореографии, молодежного вокального ансамбля, фитнес-клуба и по другим направлениям развития исскуств.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Ку енпе калас пулсан, халӑхпа та уҫӑ уроксем ирттерсен питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ», - тесе сӑмаха тӑснӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Эрне пуҫламӑшӗнче пултарулӑхпа аппаланаҫҫӗ, ку енпе нумай ҫӗнсе илеҫҫӗ.

В начале недели будут настроены на творчество и смогут многого добиться в этой стези.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн наука сотрудникӗн, истори наукисен докторӗн Иван Бойко профессорӑн шухӑшӗпе - авторсем ҫак кӗнекере информаци материалӗн питӗ пысӑк калӑпӑшне пухнӑ, вӑл специалистсемшӗн ҫеҫ мар, вулакансен чылай анлӑрах йышӗшӗн усӑллӑ, Чӑваш Енпе пӗтӗм Раҫҫейри информаци уйӗнче тивӗҫлӗ паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Халӗ кӗпер ҫинче машинӑсене пӗр енпе кӑна яраҫҫӗ.

Теперь для передвижения машин по мосту используется лишь одна половина.

Красноармейски районӗнче кӗпер юсама пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34170.html

— Сирӗн хавӑрӑн ку енпе мӗнле? — кӗтмен ыйту пачӗ Степанов.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче коррупципе хирӗҫ тӑрассипе пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине, пӗтӗмӗшле илес пулсан та ку енпе ӗҫсем аван пулса пынине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Хан керменне пырса ҫитсен тутарсем алӑк ик енпе тӑрса вырӑссене малалла иртме ҫул пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗ ҫӗнӗ икӗ енпе кадрсем вӗрентме хатӗр: туризм тата музеологи.

Чувашский государственный институт культуры и искусств готово начать обучение кадров по двум новым направлениям: по туризму и музеологии.

Культарӑпа искусствӑсен институчӗ туризмпа музеологи валли кадрсем хатӗрлесшӗн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33593.html

Шансах тӑратӑп: пирӗн Чӑваш Енпе пӗр-пӗринчен вӗренмелли, пӗр-пӗрне пулӑшмалли нумай», - тенӗ Сергей Меняйло.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

«Эпир кӳршӗллӗ регионсемпе ҫакнашкал килӗшӳсем тума ӗлкӗреймерӗмӗр-ха, Чӑваш Енпе вара ӑна пурнӑҫламалли мероприятисен планне алӑ пусса ҫирӗплететпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

Ял-йыш вӗсене япӑх енпе асӑрхани пулман: сӑмах хушмасӑр иртмеҫҫӗ, кӳршӗ-арша пулӑшма ӳркенмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Элӗк енпе илес пулсан та ҫулсеренех ку енӗпе ырӑ улшӑнусем пулни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html

Тӗрлӗ енпе кӑсӑкланать тесе калама пулать ун пирки.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Чи малтан хӑш енпе каяссине суйлӑр — пӗрине апат пӗҫересси кӑмӑла кайӗ, теприне, тен, ваккат ӗҫӗ ҫӑмӑл пулӗ.

Для начала определитесь с направлением – кому-то повезет в кулинарии, а кто-то преуспеет в адвокатской деятельности.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Джесси пирки шухӑшлани, паллӑ ытти япаласен хушшинче, укҫана йӳнетекен енпе палӑрса тӑрать.

Мысль о Джесси, среди других свойств, обладала свойством обесценивать деньги.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Анчах ҫак енпе ӗҫлеймен: пиччӗшӗ фронта кайсан килӗнче сывмар амӑшӗпе вун иккӗри йӑмӑкӗ ҫеҫ тӑрса юлнипе (ашшӗ ултӑ ҫул каярах вилнӗ) Мишша вӗсене пӑхма яла таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ҫӗршывра пирӗн республика ку енпе чи лайӑх вунӑ регион йышне кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗ 25 ҫул тултарнине палӑртрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... ale-25-cul

Хӗр лӑпкӑн силленчӗ те кӗтесрен кӗрсе ҫухалчӗ, эпир вара вӑл кӑтартнине ҫав самантрах пурнӑҫласа сывлав ирӗк панӑ чухлӗ питӗ хӑвӑрттӑн ҫыран хӗррине ҫывӑхри сукмакпа утса антӑмӑр, унта пирӗн Сигнал Хирӗнчен сылтӑм енпе пысӑках мар сӑмсахран иртмеллине куратпӑр.

Девица всколыхнулась и исчезла за угол, а мы, немедленно следуя ее указанию, и так скоро, как только позволяло дыхание, кинулись на ближайший спуск к берегу, где, как увидели, нам предстоит обогнуть небольшой мыс — в правой стороне от Сигнального Пустыря.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех