Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Енемессар (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Енемессар вӑхӑтӗнче эпӗ хам тӑванӑмсемшӗн нумай ырӑ ӗҫ турӑм: 17. выҫӑпа касӑлакансене ҫӑкӑрӑма параттӑм, ҫарамас ҫынна тумтирӗме параттӑм, хамӑр йӑхран пӗри-пӗри вилсен, ӑна хула хӳми тулашне кӑларса пӑрахнине курсан, эпӗ ӑна тирпейлесе пытараттӑм.

16. Во дни Енемессара я делал много благодеяний братьям моим: 17. алчущим давал хлеб мой, нагим одежды мои и, если кого из племени моего видел умершим и выброшенным за стену Ниневии, погребал его.

Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Енемессар вилсен, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Сеннахирим ларчӗ, анчах унӑн кӑмӑлӗ улшӑнсах тӑратчӗ, манӑн вара текех Миди ҫӗрне ҫӳресси пулмарӗ.

15. Когда же умер Енемессар, вместо него воцарился сын его Сеннахирим, которого пути не были постоянны, и я уже не мог ходить в Мидию.

Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫӳлти Турӑ мана Енемессар кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма, унӑн ырӑлӑхне курма пӳрчӗ: эпӗ патшана мӗн кирлине кӳрсе тӑраканӗ пултӑм; 14. эпӗ Миди ҫӗрне кайса ҫӳреттӗм, унта Рага хулинче пурӑнакан Гаваила, Гаврий тӑванне, эпӗ вунӑ талант кӗмӗл сыхласа усрама панӑччӗ.

13. И даровал мне Всевышний милость и благоволение у Енемессара, и я был у него поставщиком; 14. и ходил в Мидию, и отдал на сохранение Гаваилу, брату Гаврия, в Рагах Мидийских, десять талантов серебра.

Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ассири патши Енемессар вӑхӑтӗнче ӑна Фисва хулинчен тыткӑна илсе кайнӑ; Фисва вӑл Галилея ҫӗрӗнче, Асиртан тӑварах, Неффалимӑн Кидий теекен хулинчен сылтӑмарах вырӑнаҫнӑ.

2. который во дни Ассирийского царя Енемессара взят был в плен из Фисвы, находящейся по правую сторону Кидия Неффалимова, в Галилее, выше Асира.

Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех