Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дымок (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дымок, ӑнланса илнӗн, йӑл кулса, ун хыҫҫӑн пӑхса юлать, малалла иртсе каять.

Дымок с понимающей улыбкой смотрит ей вслед, уходит.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.

А Дымок, зверино-мягко ступая обутыми в рваные чирики ногами, тихонько посвистывая сквозь зубы, идет себе мимо плетней и заборов, из-под загнутых, лучистых ресниц посматривает на окна, на базы, и лишь только мелькнет где-нибудь девичий платок, — мгновенно преображается ленивый с виду, неповоротливый Дымок: он коротким, точным движением, по-ястребиному быстро поворачивает голову, выпрямляется.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗчӗкренех вӑл ҫынсен пахчисенчен хӑяр, редиска, садсенчен — чие ҫырлипе панулми вӑрлама вӗреннӗ, хирти пахчасенчен миххи-миххипе арбуз йӑтнӑ, ҫитӗнсе ҫитсен хӑй ҫинчен ытла та ырӑ мар чап сарнӑ, Гремячири ҫитӗннӗ хӗр амӑшӗсем пӗри те Дымок ҫине, унӑн пысӑках мар хурчӑканни пек тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки ҫине кӑмӑлпа пӑхма пултарайман.

Сызмальства он воровал на чужих огородах огурцы и редиску, в садах — вишню и яблоки, с бахчей мешками носил арбузы, а по возмужании пристрастился портить хуторских девок и на этом поприще стяжал себе столь худую и громкую славу, что ни одна гремяченская мамаша, имевшая взрослую дочь, не могла равнодушно глядеть на Дымка, на его небольшую, но складную, как у ястребка, фигуру.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымокӑн ашшӗне германи вӑрҫинче вӗлернӗ, амӑшӗ тифпа вилнӗ; пӗчӗк Дымок, вара инкӗшӗ патӗнче пурӑнса ӳснӗ.

Отец Дымка был убит на германской войне, мать умерла от тифа; малолетний Дымок возрастал на попечении тетки.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку йӗкӗте Дымок тесе чӗнеҫҫӗ, хӑй вӑл тӗлӗнмелле кӑтра пуҫлӑ.

Парень этот, по прозвищу Дымок, был на редкость кучеряв.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех