Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дикпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тӗлпулу пулман пулсан, Дикпа Геркулес чура сутуҫисем Уэлдон миссиса ӑҫта пытарса усранине нимле те пӗлес ҫукчӗ, Геркулес пуҫӗнче те вара Казондене тухатмӑш пулса пырас шухӑш ҫуралмастчӗ.

Не случись этого, Дик и Геркулес так и не узнали бы, где работорговец прячет миссис Уэлдон, и Геркулесу не пришла бы в голову мысль пробраться в Казонде под видом колдуна.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Томпа ун юлташӗсем аякра, Дикпа тӗл пулаймӗҫ ӗнтӗ вӗсем — кунпа та килӗшмеллех.

Том и его спутники далеко, и приходится согласиться с тем, что они навсегда потеряны для Дика.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алвиш Ибн-Хамиспа хӗрӳллӗн калаҫать, Дикпа ун юлташӗсем ҫинченех пулас.

Тем временем Алвиш оживленно беседовал с Ибн-Ха-мисом о чем-то, что, по-видимому, имело непосредственное отношение к Дику и его друзьям.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тен, каварҫӑсем Дикпа юлташӗсене мӗнле майпа чуралӑха сутни ҫинчен?

Может быть, о нем и о его спутниках, которых с помощью предательства обратили в невольников?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Караван пуҫлӑхӗ, усал Ибн-Хамис араб, Дикпа хуралҫӑ ҫапӑҫнине чараканни, хӑйӗн кӗтӗвне тимлӗ сӑнать.

Начальник каравана, жестокий араб Ибн-Хамис, тот самый, который вмешался в столкновение Дика с надсмотрщиком, зорко следил за своим стадом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапла, Геркулес е вӗсем хыҫҫӑн пырса хӑй ҫинчен пӗлтерӗ, е, вӗсен йӗрне ҫухатрӗ пулсан, Дикпа ҫыхӑнма тӑрӑшса пӑхӗ, тен, ӑна вӑрттӑн хӑтарӗ е вӑйпа ирӗке кӑларӗ.

Да, либо Геркулес постарается идти за ними и дать о себе знать, либо, если он потерял их следы, он попытается объединить свои силы с Диком, — может быть, похитить его или освободить силой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗтӗм караван тӑрӑх салатса янӑ, кӗрешсе ывӑннӑ Дикпа ун юлташӗсем урӑх пӗрре те хускалмарӗҫ.

Рассеянные по всей длине каравана, обессиленные только что выдержанной борьбой, Дик и его товарищи не сделали больше ни одного движения.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дикпа ватӑ Томсӑр пуҫне пурте ыйхӑра.

Кроме Дика и старого Тома, все спали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тепӗр кун ирхине Дикпа ун юлташӗсем юлашки хут вӑрманта ҫӗр каҫнӑ вырӑнтан виҫӗ мильӑра икӗ ҫын, маларах калаҫса татӑлнӑ пекех, пӗр пӗринпе тӗл пулчӗҫ.

На следующее утро после того, как Дик Сэнд и его спутники расположились на последнюю ночевку в лесу, два человека встретились в лесу в трех милях от места ночлега, как это и было заранее условлено между ними.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унтан вӑл тин иртсе кайнӑ вӑрҫӑпа тусӑннӑ, чура сутуҫисем тапӑннӑ хыҫҫӑн ҫынсӑрланнӑ вырӑнсене: Килембу, Уруа, Ломане пуҫламӑшне, Улунду, Ловале ҫитсе курнӑ, Кванза урлӑ каҫса, Гаррис Дикпа ун юлташӗсене ертсе кӗнӗ никам ҫӳремен вӑрман витӗр Сан-Фелиппе-ди-Бенгала портне ҫити, вара юлашкинчен Атлантика океанӗн хумӗсене курнӑ.

Затем он посетил области, опустошенные недавними войнами, обезлюдевшие после набегов работорговцев: Килембу, Уруа, истоки Ломане, Улунду, Ловале, переправился через Кванзу, прошел через девственные леса, в которые Гаррис завел Дика Сэнда и его спутников, и, наконец, увидел волны Атлантического океана, достигнув Сан-Фелиппе-ди-Бенгала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак халиччен курман йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме этемле мар вӑй хунӑ Дикпа калаҫма шутларӗ вӑл.

Она вышла поговорить с Диком, который лишь нечеловеческим усилием воли заставлял себя переносить все эти неслыханные трудности.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссис час-часах Дикпа канашларӗ.

Миссис Уэлдон часто беседовала с Диком.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Аманнӑ, ҫапах та чӗрӗ юлташӗсене шывран туртса кӑларма, урса кайнӑ кита карап кӳлепине ҫаптарма Дикпа ун юлташӗсем вӑхӑтра пырса ҫитеймерӗҫ.

Дик и его спутники не могли даже подоспеть вовремя, чтобы вытащить из воды раненых, но еще живых людей и подставить под ужасные удары разъяренного кита корпус корабля!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫавӑнпа халь, парӑссене пурне те ҫӗкленӗ, ӗҫ ҫук вӑхӑтра, ишеври лайӑх ҫанталӑкра Дикпа Джек яланах пӗрле айкашрӗҫ.

В те долгие часы досуга, которые часты при плавании в хорошую погоду в открытом море, когда все паруса поставлены и не требуют никакой работы, Дик с Джеком были почти все время вместе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех