Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Демка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хур ами тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те шӑпах пулчӗ, — Демка унӑн карланкине пӑвӑнтарса лартрӗ пулмалла, — анчах хӑй ҫаплах чарӑна пӗлмесӗр, урса кайнӑ пек, хӑвӑрттӑн ҫунаттисемпе ҫатӑлтатать.

Гусыня, вначале взревевшая дурным голосом, замолкла, — видно, Демка перехватил ей дыхание, — но продолжала с бешеной быстротой выбрасывать крылья.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Колхозӑн вӑл!.. — антӑхса кайсах кӑшкӑрать Демка.

— Колхозная она!.. — задыхаясь, выкрикивал Демка.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ку хур ами халь колхозӑн!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Демка, хурӑн вӑрӑм мӑйӗнчен ярса илсе.

— Колхозная теперича гусыня!.. — заорал Демка, ухватясь за вытянутую гусиную шею.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка ҫакӑн аллинчен хайхи кунтӑка ҫӑмӑллӑнах тытса илчӗ, анчах хур амине Лапшинова икӗ аллипех ҫатӑрласа тытрӗ:

Демка легко взял у нее кошелку, но в гусыню Лапшиниха вцепилась обеими руками:

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов, кӗҫех Лапшинова ҫӗклесе тӑратса, килхушшинчен тӗртсе кӑларса ярасшӑнччӗ, вӑл: «Эсӗ агитацилесе ан тӑнӑ пултӑр, унсӑрӑн…» тесе кӑшкӑрма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах крыльца ҫинче, Демка карлӑк ҫумне сӗвенсе тӑнӑ ҫӗрте, сасартӑках шӑв-шав, тӗркешӳ тапранчӗ…

Размётнов только что хотел поднять Лапшинова и вытолкнуть со двора, он уж крикнул было: «Ты не агитируй, а то…» — как на крыльце, где стоял, прислонясь к перилам, Демка, внезапно возникли шум, возня…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑрланине сутӑн илеттӗм! — сӑмахне калама пулӑшса тӑрать крыльца ҫинчи Демка.

— Ворованное покупал! — подсказывал с крыльца Демка.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Чунна ҫылӑха кӗртетӗн! — Демка, хӗрарӑмсемпе казаксене йӑл култарса, халӑх ушкӑнӗ еннелле пӑхса, куҫне хӗссе илчӗ.

— Грех на душу берешь! — Демка подмигивал в толпу, выжимая у баб и казаков улыбки.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл тата сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗнӗ тӑлӑпна эсӗ ӑҫта кайса чикнине курмасть-и? — кил хуҫи каланӑ сасӑпах, пӗр шӳтлемесӗр, ыйтрӗ Демка.

— А он не зрит того, куда ты новый овчинный тулуп запропастил? — серьезно, в тон хозяину, спрашивал Демка.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Курнӑ-и эсир ҫакнашкал ама йытӑ ҫуратса янӑскерне? — Демка, икӗ еннелле сапаланса кайнӑ куҫӗсемпе Кондратпала Разметнов ҫинелле пӑхрӗ те, лайӑх мар сӑмахсемпе вӑрҫса тӑкрӗ.

— Видали такого сукиного сына? — Демка разъехавшимися в стороны глазами оглядел Кондрата и Размётнова и нехорошо выругался.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка лава тирпейлӗн тӑрласа пачӗ, кӗреплепе тураса якатса ҫаврӑнчӗ.

Демка аккуратно свершил возок, обчесал граблями.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, кӳр-ха кунта сенӗкне! — Демка Ушаков, йӑл кулса тӑракан йӗкӗт аллинчен сенӗке туртса илчӗ те, эхлетсе ярса, пӗр купа утта пӗрех тирсе илчӗ, ӑна алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе кайрӗ.

А ну дай сюда вилы! — Демка Ушаков вырвал из рук улыбающегося парня вилы и, крякнув, попер на весу целую копну.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка Ушаков пырса тӑчӗ.

Подошел Демка Ушаков.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка Нагульнова аяккарах чӗнсе илчӗ, аллинчен ярса тытрӗ.

Демка отозвал Нагульнова в сторону, схватил его руку:

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнесене ҫине витмен картана хупса вырнаҫтарнӑ хушӑра Демка Ушаковпа Разметнов пырса ҫитрӗҫ.

Пока на открытом базу размещали коров, пришел Размётнов с Демкой Ушаковым.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан Демка никамран малтан Майданникова хӑй йӗкӗлтесе илчӗ:

И Демка же первый съязвил насчет Майданникова:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка Ушаков, тенкелсем урлӑ, ларакан ҫынсен пуҫӗсем урлӑ сике-сике каҫса, Кондрата пулӑшма ыткӑнса пыратчӗ ӗнтӗ, анчах кумсене Давыдов уйӑрса ячӗ.

Демка Ушаков уже было кинулся на подмогу Кондрату, прыгая через лавки, через головы сидевших, но кумовьев развел Давыдов.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сӑмахна вуласа паратӑн-им? — ыйтрӗ Демка Ушаков, йӑл кулса.

— Читать будешь речь? — спросил Демка Ушаков, улыбаясь.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кунта тырӑ хатӗрлевӗ валли тата икҫӗр пӑта яхӑн тултарса хума пулать-ха, — терӗ Демка Ушаков, чӗркуҫҫи таранах тулӑ ӑшӗнче ашса ҫӳренӗ май.

— Тут ишо можно на хлебозаготовку пудов двести ссыпать, — по колено бродя в зерне, говорил Демка Ушаков.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хулленрех! — канаш парса тӑрать Демка мӑшлатсах тӗрмешекен Молчуна.

Легше! — советовал сопевшему Молчуну Демка.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малти пӳлӗмрен, залран Демка Ушаков, Аркашка тата Василиса инке — Андрей ушкӑнӗнчи пӗртен пӗр хӗрарӑм — пӗрне-пӗри пӳле-пӳле, тӗрлӗ енчен кӑшкӑраҫҫӗ:

Из горницы, из зала Демка Ушаков, Аркашка и тетка Василиса — единственная женщина в Андреевой группе — наперебой разноголосо выкрикивали:

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех