Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Делятино (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Делятино патӗнчи ҫапӑҫура хӑйӗн хӗрӳллӗ сӑмахӗсем хыҫҫӑн иккӗмӗш кунне питӗ йывӑр аманнӑччӗ.

Он был тяжело ранен в бою у Делятина на другой день после своей напутственной пламенной речи.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Делятино патӗнчи ҫапӑҫура ӑна питӗ йывӑр амантрӗҫ.

В бою у Делятина он получил тяжёлую рану.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Делятино, Ослава Белая, Ослава Черная ҫывӑхӗнче икӗ кун хушши вӑйлӑн ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн эпир ҫакӑн туйса илтӗмӗр: окруженинчен пӗтӗм соединенипех хӑтӑлса тухма эпир вӑй ҫитерес ҫук, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн шӑвӑнса тухма тивет.

Два дня тяжёлых боёв у Делятина, у Ослава Бялы, Ослава Черны показали, что всем соединением нам не прорваться, мы разбились на мелкие группы.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫсене ку чӑрсӑрлӑх ҫав тери ӑнран янӑ пирки вӗсем пире хирӗҫ путлӗн ҫапӑҫма та пултараймарӗҫ, ҫавӑнпа та эпир Делятино хулине ҫӑмӑллӑнах хамӑр алла ярса илтӗмӗр те хула тулашӗнчи чугун ҫулсемпе ахаль ҫулсем ҫинчи кӗперсене веҫех сывлӑша сирпӗтсе хӑвартӑмӑр.

Немцев это настолько ошеломило, что без всякого сопротивления с их стороны мы взяли город и взорвали вокруг него все железнодорожные и гужевые мосты.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫавӑнпа та халӗ эпир Делятино патне ҫитсе тухни вӗсемшӗн пушшех те тӗлӗнмелле пулчӗ.

Тем более неожиданно было наше появление у Делятина.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Халӗ ӗнтӗ партизансен авангарчӗ Делятино патнех ҫывӑхарса ҫитнӗ те, нимӗҫсем ҫине вӑйлӑн пырса ҫапма боевой йӗркесене йӗркеленсе ушкӑнланнӑ.

Авангард партизан развернулся в боевой порядок для атаки уже у самого Делятина.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пирӗн колонна сӑрт тӳпинчен анса Делятино патне прорыв тума ҫывхарса пынӑ чух партизансем ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ывӑнса ҫитнипе хырӑм выҫҫи ҫинчен те манса кайрӗҫ.

Когда наша колонна спускалась с гор, шла на прорыв к Делятину, партизаны забывали об усталости и голоде.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Шухӑшлама пултарнӑ-и-ха нимӗҫсем эпир Делятино патне пырса тухатпӑр тесе?

Могли ли немцы думать, что мы рискнём появиться у Делятина?

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир питех те чӑрсӑр решени йышӑнтӑмӑр: Прут шывӗн айлӑмне, Карпат сӑрчӗн районӗнче нимӗҫсем тӗп опорнӑй пункчӗ пулса тӑракан тата темиҫе чугун ҫулне пӗр ҫӗре ҫыхӑнтаракан Делятино хули патне тухмалла.

Мы приняли дерзкое решением спуститься в долину реки Прут, к городу Делятину, главному опорному пункту немцев в этом районе Карпат, узлу нескольких железных и шоссейных дорог.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем Надворная, Пасечная, Яремче, Зеленая тата Делятино ялӗсенче вырӑнаҫса тӑраҫҫӗ.

Они стояли в Надворной, Пасечна, Яремча, Зелена и Делятин.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех