Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дарль (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир Текльте пурӑнатпӑр, Лисран инҫех мар ялта, — тӑсрӗ Дарль, — мӗншӗн тесен мӗн пур япалана сутса ятӑмӑр та кайӑк йӑви пекскер пӳрте тара илме кӑна май килтертӗмӗр.

— Мы живем в Текле, деревня неподалеку от Лисса, — продолжал Дарль, — потому что продали почти все вещи и могли снять лишь что-то вроде птичьей клетки.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль ӑна кресло ҫине лартрӗ.

Дарль усадил его в кресло.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

— Мӗншӗн тесен Леона упӑшки — эпӗ, — терӗ те Дарль хӑй сисмесӗрех Бурль туйине тӗсерӗ.

— Потому что я муж Леоны, — сказал Дарль, невольно посматривая на палку Бурля.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль малтанах хатӗрленӗ хут таткине кӑтартрӗ.

Дарль подал заранее приготовленную бумажку.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль Бурль пӳлӗмне хӑпарса ҫитнӗ самантра старик алӑкра тӑратчӗ.

Когда Дарль пришел в кабинет, он увидел Бурля, стоявшего в дверях спальни.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль пӳлӗмӗнче шӑнкӑрав янӑрарӗ.

В комнате Дарля раздался отрывистый звонок.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Ҫапла каласан Дарль тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ: хыпар питех те пӗлтерӗшлӗ чухне мӑнтӑр хӗрарӑм та ҫав тери ҫӑмӑллӑн ҫухалаять иккен.

Сказав так, Дарль увидел, с какой легкостью может исчезать толстая женщина, если известие чрезвычайно.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

— Ку ниме тӑман япала ҫеҫ! — терӗ Дарль.

— Сущие пустяки, — сказал Дарль.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Хул пуҫҫисене сиктерсе Дарль ӗҫе пуҫӑнчӗ.

Дарль, пожав плечом, занялся работой.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль пӳрнипе юнарӗ, кулкаларӗ те хӑйӗн ҫӑварӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Дарль погрозил пальцем, улыбнулся и указал на свой рот.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль ӑна аран-аран йӑтса кресло ҫине лартрӗ, минтерне тӳрлетрӗ.

Дарль с трудом поднял его, усадил в кресло и поправил подушку.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

«Кӑвак куҫли», «типӗскер» — Дарль ятне каламасӑр ҫапла чӗнни, «ну, ҫаврӑнӑҫуллӑрах!», «тӑсланкӑ йӳҫек!», «часрах лавккана!» тата ҫакӑн йышши капӑр ытти сӑмах Бурль чӗлхинчен вӑркӑнать кӑна, тепӗр чухне вӑл хӑйне ҫупса ярасран хӑраса хытса тӑни те пулкалать.

Выражения: «сероглазый», «черствого типа» без употребления собственного имени Дарля, затем: «ну-ка, поворачивайтесь живее!», «долговязый кисляй!», «живо в лавочку!» — и другие еще более живописные, слетали с языка Бурля так часто, что иногда он сам в страхе замирал, ожидая пощечины.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль кунӗпе ӗҫлет, ӑна каҫхи сакӑр сехетре кӑна яраҫҫӗ, вара тин вӑл, ӗшенмеллипех ӗшеннӗскер, хӑйӗн пӳлӗмне анать — каҫхи апат тума тата чей ӗҫме.

Весь день Дарль был занят, его отпускали не ранее восьми вечера, когда, измученный, он приходил в свою комнату — ужинать и пить чай.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Кашни ир, ҫичӗ сехетре, Дарль старик патне унӑн пӳлӗмне хӑпарать, тӳрӗ кӑмӑллӑ тӳрен тӗплӗхӗпе-тимлӗхӗпе ӗҫлет: хутсене ҫӗле-ҫӗле хурать, кописем тӑвать, Бурль архивӗнче унӑн малтанхи клиенчӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме тата «Лисс округӗнчи 1900-1920 ҫулсенчи нотариат практики» ятлӑ кӗнеке ҫырма справкӑсемпе документсем шырать.

Каждый день, в семь часов утра, Дарль приходил к старику в его кабинет и работал со всей тщательностью добросовестного труженика, подшивая бумаги, снимая копии, разыскивая в архиве Бурля справки и документы, необходимые тому для удовлетворения запросов бывших клиентов и составления книги под названием «Нотариальная практика Лисского округа с 1900-го по 1920-й год».

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Паян эсир ирӗклӗ, — Бурль Дарль енне ҫаврӑнчӗ, — анчах ыран ирпе ҫиччӗре кунта килетӗр.

Сегодня вы свободны, — обратился Бурль к Дарлю, — но завтра в семь утра приходите сюда.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль темиҫе хут пуҫне сӗлтрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн шухӑша кайнӑ, сӗлкӗшленнӗ Бурль экономкӑна шӑнкӑравларӗ:

Дарль кивнул несколько раз, после чего задумавшийся, нахмурившийся Бурль позвонил экономке.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль пуҫне сӗлтрӗ.

Дарль кивнул.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Дарль пӑхӑнса пуҫне сӗлтрӗ.

Дарль покорно кивнул.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

— Чӑнах та, — терӗ Дарль, — эпӗ мӗн те пулин каламалли тупатӑп.

— Действительно, — начал Дарль, — я найду кое-что сказать.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Бурль уҫҫӑнах йӗкӗлтешет пулин те Дарль хӑйне лӑпкӑ тытать.

Хотя Бурль явно издевался, Дарль остался спокоен.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех