Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дарле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хытанка шатена, Томас Дарле, пӳлӗм парӑр: аялта, кӗтесре, тата вӑл сирӗн патӑрта мӗн тата мӗнле ҫинине нимӗн те илтем мар.

— Шатену сухого типа, Томасу Дарлю, дайте комнату внизу, угловую, и чтобы я ничего не слышал о том, как и что он у вас ест.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Хӑй кӑтартнине ҫирӗплетсе Угестон Дарле жилет тӳминчен ярса тытасшӑнччӗ, ӑна чун илли Бурль портретне вутлӑ йӗрсемпе ӳкерсе кӑтартасшӑнччӗ, анчах пулас секретарь шлепкине ҫӗклесе тав турӗ те — сарлакан та хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, Угестон вара сӑмси айӗнчен ҫерҫи вӗҫсе тарнипе аптӑранӑ кушак евӗр тӳпепе ҫӗре саланкӑрлӑн пӑхкаласа пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӗклерӗ, сӑртсен хыҫӗнчен пӳртсен шӗвӗр тӑррисем курӑнакан Престидэй еннелле ҫул тытрӗ.

Подтвердив свое указание, Угестон хотел взять Дарля за пуговицу жилета, чтобы набросать ему огненными чертами портрет злодея Бурля, но будущий секретарь, приподняв шляпу, ударился шагать так широко и быстро, что Угестон, рассеянно осмотрев небо и землю, подобно кошке, у которой из-под носа улетел воробей, гордо закинул голову и направился к Престидэю, острые крыши которого виднелись из-за холмов.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

— Эпир сирӗнпе ҫак япала пирки калаҫатпӑр-и? — ыйтрӗ Угестон текста Дарле вулама парсан.

— Мы с вами говорим об этой штуке, не так ли? — спросил Угестон, давая Дарлю прочесть текст.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Пӗр татӑкне хыпаланса шыраса тупрӗ те ӑна Дарле кӑтартрӗ.

Поспешно разыскав одну вырезку, Вильям Угестон показал ее Дарлю.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех