Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Григорьева (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхи апатран хваттере таврӑннӑ чухне Григорьева вӑл ҫапла каласа хучӗ: — Ӗнерхишӗн ан ҫиллен эс мана, шӑллӑм, — терӗ.

Возвращаясь после ужина, он неожиданно сказал Григорьеву: — Ты не сердись на меня за вчерашнее, брат.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Халӗ эсӗ кала! — хушнӑ прапорщик Григорьева.

— Ну, теперь ты скажи, — приказал Григорьеву прапорщик.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ мӗн пулнине ӑнланса илмесӗр ҫаврӑннӑ та пӗтӗм вӑйӗпе Григорьева тӗксе янӑ..

Тот не разобравшись в чем дело, обернулся и со всей силой двинул Григорьеву кулаком в лицо.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан Григорьева ура хурса ӳкерме тӑнӑ-мӗн.

Вначале кто-то подставил Григорьеву подножку.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халь ӗнтӗ тухса каясах тесен никам та чаракан ҫукче Григорьева.

Теперь, даже захоти он уйти, его никто не стал бы удерживать.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьева хӑй ҫывӑхне пыма чӗнет мар-и?

И поманила пальцем: подойди поближе…

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл шутра эпӗ те, ҫав хӗрӳ тапхӑра тӗпчеме тӑрӑшакан, Григорьева чӗрӗ ҫын пек кӑтартайман-ха.

К их числу я отношу и себя, пытающегося осветить ту горячую эпоху: не сумел я показать Григорьева как человека живого —

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Комисси Григорьева виҫӗ пин хут (!) шпицрутенпа ҫапса каторгӑна ямалла тесе йышӑннӑ пулнӑ.

который и приговорил бунтовщика к трем тысячам ударов (!) шпицрутенами и каторге.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Губернатор Григорьева чӑвашсене чарман тесе айӑпланӑ.

Губернатор обвинил Григорьева в том, что он не остановил крестьян.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

2) Ҫар губернаторӗн шухӑшӗпе, Григорьевӑн тӳре-шара умӗнчи иккӗмӗш айӑпӗ акӑ мӗнре: Люминарский хушаматлӑ стан приставӗ тӑватӑ казакпа Урпаш ялӗнче Григорьева арестлесе кайма тӑрсан ял ҫыннисем ӑна илсе кайма паман, салтакӗсене хӗнесе пӗтернӗ, вӗсен хӗҫӗсемпе нухайккисене туртса илсе юлнӑ.

Вторая вина Григорьева, по мысли губернатора, состояла в следующем: когда становой пристав по фамилии Люминарский с четырьмя казаками прибыли в Урбаш, чтобы арестовать Григорьева, односельчане не позволили им этого сделать и даже поколотили солдат, отняли у них ружья и нагайки.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫар губернаторӗ Шипов шалти ӗссен министрӗ Перовский патне ҫырнӑ донесенийӗнче (1843 ҫулхи январӗн 13-мӗшӗнче) Григорьева пилӗк пунктпа айӑпланӑ:

Военный губернатор Шипов в донесении от 13 января 1843 года министру внутренних дел Перовскому обвинил Григорьева по пяти пунктам:

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хусанти тӳре-шара эшкерӗ Григорьева Чикме уездӗнчи хресченсене пӑлхава ҫӗклекенсенчен чи палли тесе шутланӑ.

Казанские судьи считали Григорьева одним из главарей, поднявших крестьян Козьмодемьянского уезда на мятеж против властей.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьева пӗрре мар. вунӑ хут ҫеҫ те мар-ха, ҫӗр хут ҫапнӑ чӗрӗ хулӑпа.

Григорьева ударили не один раз, и не десять раз, произвели сто ударов сырыми розгами.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак кунсенче А.И.Григорьева 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

— Аҫу Григорьева тупма каланӑччӗ те, халь ӑна шырама та кирлӗ мар пуль ӗнтӗ…

— Отец твой велел Григорьева разыскать, только теперь его и искать, наверно, ни к чему…

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ача Григорьева куҫран пӑхрӗ, именчӗклӗн каларӗ:

Тот глянул на Григорьева, смутился, пробормотал:

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Качӑк туртса Григорьева хӑй хыҫҫӑн пыма сӗнчӗ.

Поманил за собой Григорьева.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те сӗтелне тӗпеле лартнипе, пӳрт ӑш-чикки Григорьева ытла та ирӗк пек туйӑнчӗ.

То ли оттого, что стол был задвинут в самый угол, изба показалась Григорьеву свободной.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Виҫӗм кун Муркашра Григорьева куртӑм.

— Позавчера в Моргаушах Григорьева видал.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче те палларӗ Григорьева.

Дядя Касьян тоже узнал Григорьева.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех