Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Гагаринпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна пурне те эпир Совет космонавчӗсем Ю. Гагаринпа Г. Титов тӗнчере чи малтан космоса ҫӗкленсе ҫӗр тавра ӑнӑҫлӑ вӗҫсе ҫаврӑннинчен те аван куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Совет шкулӗ, совет халӑхӗ, Коммунистсен партийӗ вӗрентсе пӑхса ҫитӗнтернӗ юмахри пек пӗлӗт паттӑрӗсем — Юрий Гагаринпа Герман Титов Ҫӗр тавра, сывлӑшсӑр ҫӳллӗхрен вӗҫсе, ӑнӑҫлӑн каялла ҫаврӑнса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Совет Союзӗнче туса хатӗрленӗ «Восток-1» тата «Восток-2» карапсем ҫинче Ю.А. Гагаринпа Г.С. Титов пилот-космонавтсем тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫни ку чухнехи совет наукин чаплӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртса тӑрать тата совет наукин аталанӑвӗнчи чаплӑ малашлӑхсене кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Шупашкарта Юрий Гагаринпа Андриян Николаев палӑкӗсем умне халӑх яланхиллех йышлӑн пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Космонавтсен кунне халалласа ирттернӗ мероприятине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Ен Правительствин пайташӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, хула ҫыннисем чылайӑн пухӑннӑ, вӗсем Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавт летчиксен палӑкӗсем умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех