Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак кӗтмен телей мана питӗ хӗпӗртеттернӗрен, эпӗ Гаврило умӗнче ку мана интереслентермен пек ниепле те тӑваймарӑм, кӑштах именсе кайса тата сывлайми пулса, пуҫа мӗн пырса кӗнӗ, ҫавна персе ятӑм, — «Красавчик питӗ чаплӑ рысак», терӗм пулас.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дворецки Гаврило мана залра ҫитрӗ те вӗренме кӗнӗ ятпа саламларӗ, атте хушнипе мана тӑватӑ шап-шурӑ хут укҫа пачӗ, унтан ҫапла каларӗ: «Аҫу хушнӑ тӑрӑх, паянтан пуҫласа Кузьма лавҫӑ, ҫӑмӑл тӑрантас тата турӑ Красавчик пӗтӗмпех сан алӑра пулаҫҫӗ».
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гаврило дворецки, эпӗ ӑна унчченех парӑма кӗнӗрен, урӑх кивҫен пама килӗшмерӗ.Дворецкий Гаврило, которому я уже был должен, не давал мне больше взаймы.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гаврило унӑн кресли патне ыткӑнать, пукансем тӑкӑртатаҫҫӗ, ҫурӑм тӑрӑх темле сивӗ — ҫиес килнине систерекен хыпарҫӑ чупса иртнине туйса, крахмалланӑ нӳрлӗ салфеткӑна тытатӑн, ҫӑкӑр хыттине ҫисе яратӑн, сӗтел айӗнче алӑсемпе сӑтӑра-сӑтӑра, пӑсланакан яшка турилккисем ҫине чӑтӑмсӑррӑн та хаваслӑн пӑхатӑн, вӗсене чина, миҫе ҫултине, кукамай мӗнле хисепе хунине кура дворецки тултара-тултара лартать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мускавра та урӑхла пулатчӗ: пурте, шӑппӑн калаҫкаласа, залра, ӗҫме-ҫиме лартнӑ сӗтел умӗнче, кукамая кӗтсе тӑратпӑр, Гаврило апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерме ун патне кайнӑ ӗнтӗ, — сасартӑк алӑк уҫӑлса каять, кӗпе чӑштӑртатни, урасем кӑштӑртатни илтӗнет, вара йӑлмакланӑ курман-илтмен хӑмӑр кӑвак хӑюллӑ калпакпа, (сывлӑхӗ еплине кура) ӑшшӑн кулса е чалӑшшӑн салхуллӑ пӑхса, хӑяккӑн утакан кукамай ярӑнса тухать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гаврило буфетчик, хӑйӗн йӗри-таврашӗнчи сӗткенлӗ ешӗл курӑка лапчӑтса, турилккесене тасатрӗ те пӗчӗк коробкӑран ҫулҫӑпа чӗркенӗ сливӑсемпе персиксем кӑлара пуҫларӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗнех тӗлӗнмелли пур кунта, Гаврило Петрович? — шӑппӑн хирӗҫлерӗ хӗр.— Что же тут странного, Гаврило Петрович? — тихо возразила девушка.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Шӳтлӗ мар ӗҫре, Гаврило Петрович, калаҫасса та шухӑшласа калаҫмалла, — терӗ ҫамрӑк хӗрарӑм вӗрентсе каланӑ пекрех сасӑпа, вара каллех хӑйӗн ӗҫне пикенчӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
- 1