Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑрлама (тĕпĕ: вӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑт, ҫавӑн чухне вӑл, сирӗн тӑванӑн, Василий Петровичӑн, икӗ тимӗр кӑвакне куҫ хывнӑ та Шаккур валли вӑрлама шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрремӗш хут аттепе пӗрле, вун пиллӗк тултарсан, лаша вӑрлама кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир хӗр пӑхма та, хӗр вӑрлама та килмен.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана вӑрлама хӑякан йӗкӗт те тупӑннӑ-ши ялта? — тесе, сылтӑм пӗҫҫине шап! тутарса ҫапрӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирӗкре юлнӑ юлташӗсене пухса, таврари Чӑваш ялӗсенчи лашасене вӑрлама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лашасем вӑрлама пӑрахрӗ, Хусанти е ытти хуласенчи пуянсене ҫаратса ҫӳреме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр вӑрлама мар кайӑттӑм Атӑл леш енне, унти пуҫтах та кутӑн мӑрсасене аркатма тытӑнӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хыҫалтан кӑшкӑрса чупнине илтсен хӗр вӑрлама пынӑ ҫынсем мӑн ҫултан пӑрӑнса пӗр-пӗр яла таратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр чӑваш ялне хӗр вӑрлама каятпӑр та эпир.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аш таткисем патӗнчен хӑваласа антарас тесе халь ҫеҫ патак тытсаттӑм, ак, хайхисем, Твиккапа Квикка таҫтан килсе ҫитрӗҫ те: «Эй, чим! Эс пире панӑ аша вӑрлама килнӗ-иҫ!» — терӗҫ пулмалла, кушак ҫине пӗри пӗр енчен, тепри тепӗр енчен вӗҫсе анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Укҫа вӑрлама та вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Хурпа кӑвакал чӗпписене вӑрлама килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Ну, эпир ӑна «вӗрентетпӗр» чӗпӗ вӑрлама, тепре килтӗр кӑна… — хаваслансах килӗшрӗмӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Кӑсӑя ҫу вӑрлама юратнипе «чапа» тухнӑ кайӑк.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Вӑрӑ та вӑрлама йӗпрен тытӑнать тенӗ пек, тен, ҫавӑн чух Михала ӑшӗнче эрех хурчӗ вӑранчӗ пуль?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Ара, хула шӑпанисем пан улми вӑрлама кӗрекенсем мар ҫав, кӗпе-йӗмсӗрех хӑварӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Лавкка ӗҫченӗсен сӑмахӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ ҫын 80 пин ытла тенкӗлӗх тавар вӑрлама хӑтланнӑ.

Со слов сотрудников магазина, задержанный пытался похитить товар на сумму более 80 тысяч рублей.

80 пинлӗх тавар йӑтса тухас тенӗ арҫынна тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33600.html

Ҫав районти Кӑтӑш ялӗнчи хӗрарӑм тилӗ сарайне чӑх вӑрлама кӗнине тӳрех ӑнкарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Вӑрлама тытӑнтӑн-им?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗр вӑрлама кайма эпӗр кӳршӗ ачипе ун юлташне чӗнтӗмӗр.

Ну, украсть так украсть. Уговорили мы соседского парня и его дружка,

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех