Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилӗм сăмах пирĕн базăра пур.
Вилӗм (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Мана вилӗм хумӗсем хупӑрларӗҫ, мана капланса килнӗ йӗркесӗр ӗҫсем хӑратрӗҫ; 6. тамӑк сӑнчӑрӗсем явса илчӗҫ мана, вилӗм танатисем явакларӗҫ мана.

5. Объяли меня волны смерти, и потоки беззакония устрашили меня; 6. цепи ада облегли меня, и сети смерти опутали меня.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ҫын вӗлерекен чунӗшӗн тӳлев ан илӗр, вӑл вилӗмшӗн айӑплӑ, ӑна вилӗм аллине памалла; 32. хӳтлӗх хулана тарса пытаннӑ ҫынна та тӳлесе ан илӗр, [аслӑ] священник виличчен ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнче пурӑнма ирӗк памалла мар.

31. И не берите выкупа за душу убийцы, который повинен смерти, но его должно предать смерти; 32. и не берите выкупа за убежавшего в город убежища, чтоб ему позволить жить в земле своей прежде смерти [великого] священника.

Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Манӑн чунӑм тӳрӗ ҫынсен вилӗмӗпе вилтӗр, манӑн вилӗм вӗсенни пек пултӑр!

Да умрет душа моя смертью праведников, и да будет кончина моя, как их!

Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Куснески уесӗнчи чӑвашсен «вилӗм кӗписем» шурӑ пулнӑ, кӑкӑр умне чуклакай текен кӗлеткесем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсене хӗрлӗ тата кӑвак пусма татӑкӗсенчен майлаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Фиорентина» ҫыннисем вилӗм сӑлтавӗ пирки ыйтсан «вӑл сасартӑк чирлесе ӳкнӗ» тесе пӗлтернӗ, чӑннипе вара, унӑн виллине касса пӑхса тӗпченӗ хыҫҫӑн вӑл брадиаритмине (пӗр минутра чӗре 60-тан сахалран тапни) пула пурнӑҫран уйрӑлни паллӑ пулса тӑнӑ.

Представители «Фиорентины» назвали причиной смерти «внезапную болезнь», которой по итогам вскрытия оказалась брадиаритмия (сердцебиение ниже 60 ударов в минуту).

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Тӗнчене тепӗр май ҫавӑрса хума пултаракан ҫынна вилӗм сунас килместчӗ манӑн, тӗнче тепӗр май ҫаврӑнса каяссине эпӗ хам та хирӗҫ марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Тен, унта хуласене кирпӗчрен мар, хӗвелпе уйӑх ҫутинчен тӑваҫҫӗ, вилӗм мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ пуль, вӗсен чӗлхинче «чир», «масар», «ватӑлӑх» сӑмахсем те ҫук пуль…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

1941 ҫул хыҫҫӑн хулан темиҫе кварталӗ пушанса юлнӑ — унта пурӑнакансене пурне те вилӗм лагерӗсене ӑсатнӑ пулнӑ.

После 1941 года целые кварталы города обезлюдели, так как их обитатели были направлены в лагеря смерти.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

— Мана итлемесен, сире вилӗм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эх, турӑҫӑм, ешӗл-ха эсӗ, ӑнланмастӑн, килте ӗҫсӗр ларасси вӑл — чӗр вилӗм.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫавна часрах вилӗм ҫиттӗрччӗ! — упӑшкин сӑмахӗнчен тухмарӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт снаряд е мина ҫурӑлнипе, ракетӑсемпе ҫуталакан тӗттӗмре вилӗм ҫинчен манса чупрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурин те юлмасӑр утмалла, кая юлакана вилӗм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таракансене вилӗм кӗтет, пуля!

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Капла та, апла та вилӗм.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунакан танкран нимӗҫсем сике-сике тухрӗҫ, вӗсене те вилӗм кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вилӗм ирсӗр тӑшмана! — кӑшкӑрчӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта аллӑ пин тенкӗ выляса янине вӑхӑтра тӳлемесен, ӑна вилӗм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫре хӑйне хӑй ӑсран тухнӑ ҫынпа, юри вилӗм шыранӑ пекех тыткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилӗм! — аслати кӗмсӗртетнӗ пек шавларӗ халӑх.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех