Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ватӑрах (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳренерех калаҫакан ватӑрах хӗрарӑм сӑмахӗсенче маншӑн ырриех ҫуккине туйнӑран эпӗ унпа сывпуллашма васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

…Столовӑя кӗнӗ-кӗменех буфет еннелле куҫ ывӑтрӑм: унта Глафира йӑлтӑртатса тӑрас пек туйӑнчӗ, анчах вӑл мар иккен, темле ватӑрах хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ватӑрах арҫынна йывӑр ӗҫ авнӑ тес — кунта килнӗренпе вӑл ку таранччен те алла кӗреҫе тытман.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ватӑрах хӗрарӑмпа хура мӑйӑхлӑ каччӑ аяла, погрузчик патӗнче, юлчӗҫ, эпир, курткӑпа шӑлавар тӑхӑннӑ ҫаврака пит-куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа иксӗмӗр, вакун ҫине улӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Сана, ватӑрах ҫынна, хӗрхенсе те пулин грузовикне чарса тӑратмаллаччӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Ҫакна, акӑ, ҫакна чи малтан вӗлерес! — урса кайрӗ пӗр ватӑрах чӑваш вӑрӑм мӑйлӑ пуян ҫине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сана хӗр париччен хӗрӗме ӳстерем мар, — тетчӗҫ ватӑрах ҫынсем, вӑл ҫапкаланса ҫӳренине ырламасӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чимӗр-ха, тусӑмсем, — илтӗнчӗ ҫав вӑхӑтра пӗр ватӑрах хӗрарӑм сасси, — эпӗ, ачасем, сире хирӗҫ пырас теместӗп-ха, ҫавах та ку пӗр-пӗр клуб е шкул мар вӗт, ку — ферма, апла чечексем лартса аппаланни вырӑнлах-ши?

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗр ирхине Лена, яланхи пекех ӗҫӗсене вӗҫлесен, тем пирки фермӑна кая юлса килнӗ Варвари ятлӑ ватӑрах хӗрарӑма пулӑшма пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах.

Только университеты Оксфорда и Кембриджа старше него будут.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Ватӑрах хӗрарӑм хӑнасенчен тем пирки каҫару ыйтнӑ пек кулкаласа илчӗ те ӗҫ пур тесе килхушшине тухрӗ.

Улыбаясь гостям, словно извиняясь в чем-то, пожилая женщина сказала, что у нее есть дело во дворе, и вышла.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ, тӗслӗхрен: «Рябинка» таврашӗнчи вӑрманта мӗн чухлӗ йывӑҫ каснӑ, ҫамрӑккисен тураттисемпе тӑррисене хуҫнӑ, ватӑрах юмансен хӑвӑлӗсенче кӑвайт чӗртнӗ…

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Виҫ-тӑват ҫын ӗне тата пӗр ватӑрах арҫынпа хӗрарӑм лаша ҫавӑтса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулӗпе Макҫӑм Ҫтаппанран кӗҫӗнтерех те, пурнӑҫ йывӑрлӑхне пула ватӑрах пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫакна лайӑх пӗлчӗ: ватӑрах тӗкӗрҫӗсем — Ятламас, Северьян, Теней тата ыттисем пырассипе пымасси чи малтан Ахтупайран килет.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай ытти тарҫӑсем ватӑрах, ҫаврӑнӑҫусӑртарах терӗ пулас, хӑйпе пӗрле каллех Автейпе Иливана илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килсӗр-ҫуртсӑр, тӑван-пӗтенсӗр ҫын пек, ҫичӗ ютра выртса юлатӑн, — алла икерчӗ тытса пурин ячӗпе каларӗ ватӑрах тӗкӗрҫ Акмӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ахматек, тамӑк, ия, ия, — хӑй пӗтӗмпе ӑнланнине пӗлтерчӗ ватӑрах ҫармӑсӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑрах.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑрах, — пӗр сӑмах ҫеҫ каларӗ ҫармӑс мӑрси ӑна пасара сутма илсе тухнӑ выльӑха хакланӑ пек хакласа.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех