Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Варламов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранова урӑх шухӑш канӑҫ паман: «Арлашкин эрех ӗҫтермен пулсан Варламов сарӑмсӑр вилмесен те пултарнӑ».

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ан асӑн-ха Варламов ятне, тархасшӑн, ан асӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламов сарӑмсӑр вилнишӗн сан ывӑлунтан ытларах Арлашкин айӑплӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Варламов ман патра пӗр тумлам та сыпман.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кайран Арлашкинсем патӗнчен Варламов ҫуранах таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унччен те пулман — Варламов патне Арлашкин вӗҫтерсе пынӑ, ӑна мотоциклӗ ҫине лартса хӑйсен килне телевизор юсаттарма илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламов чӑннипех ылтӑн алӑллӑ ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламов ӑна пулах сарӑмсӑр инкек тӳсрӗ, анчах лешӗ, чеескер, мӗнпур айӑпа Пурхиле ҫине йӑвантарма ӑс ҫитерчӗ…

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламов ӗҫре вилнӗшӗн ывӑлне явап тыттарнине асӑнчӗ-ха вӑл, уншӑн ӑна хӑй те айӑпланине пӗлместӗп, — терӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта, колхозра, Варламов сарӑмсӑр вилнӗшӗн Сулагаев ывӑлне Пурхилене явап тыттарнӑ: ара, вӑл колхозри хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саккун ҫапла хушни тӗрӗсех, мӗншӗн тесен кирек мӗнле ҫын вилнӗшӗн те — чунсӑр машина ҫӑварне лексе Варламов пек тӗп пулать-и, ҫакӑнса е чикӗнсе леш тӗнчене каять-и — ҫӗр ҫинче сывӑ юлнисем хушшинче айӑпли пурах.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпах ҫав машинӑпа ӗҫленӗ чух пачах кӗтмен, тӗлӗкре тӗлленмен вилӗм тупнӑ хӗрӗхрен иртнӗ телейсӗр Варламов: улӑмпа пӗрле хӑй те чунсӑр машинӑн хурҫӑ ҫӑварне ҫакланнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн вакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсенчен чи интереслисем — Лаврский адвокат ывӑлӗ тата Варламов хушаматлӑ чӑваш купецӗн виҫӗ ачи — Ваня, Шурка, Василий.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Мясниковсемпе Варламов хуҫасем мӗнле пуйнӑ?

А Мясников с Варламовым как разбогатели?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Крапивин телефонограммӑна вуласа тухичченех пӳлӗме шаккарӗҫ те — Варламов кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Варламов юлташ, гражданкӑн сӗтелӗ ҫинче шӑпах сӑра пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс нумай калаҫса ан тӑр, — чарчӗ ӑна Варламов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Варламов унӑн аллинчи револьверне, кӗсйинчи патронӗсене кӑларса илчӗ те сывлӑшалла виҫӗ хут печӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ара, ашшӗпе амӑшӗн килне, хӑй ҫуралнӑ киле кайнӑ вӑл!» — тавҫӑрса илчӗ те Варламов йӗре-мӗне пӑхмасӑрах унталла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех