Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Батмановпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Батмановпа Залкинд вӗрентсе каланисене аса илчӗ, хӑйне хушнӑ ӗҫе мӗнле тӑвасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Он вспоминал наставления Батманова и Залкинда, думал о том, как будет выполнять свою миссию.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тӳрлетсе юсанӑ хыҫҫӑн доклада машинӑпа виҫҫӗмӗш хут пичетлерӗҫ, Алексей ӑна тепӗр хут Батмановпа Залкинда вуласа пачӗ.

В третий раз, после переделок и правки, доклад перепечатан и прочитан Алексеем вслух Батманову и Залкинду.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батмановпа ӗҫлеме аван…

С Батмановым вообще-то хорошо работать…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Большевикла организациленӗ тапхӑра вӗсем Батмановпа пӗрле ӗҫленине ӑнланса илнӗ.

С Батмановым они познали то, что сам Василий Максимович любит называть большевистским организационным творчеством.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Канашлу ирттересси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ чухне вӗсем те Батмановпа иккӗшӗ канашлӑва ытлах шанса кайман: тахҫантанпах ҫирӗплетсе хунӑ отчетӑн формисемсӗр пуҫне отделсен начальникӗсем канашлу хыҫҫӑн мӗн те пулин хушса парассине шанса тӑма пулнӑ-ши вара?

Уславливаясь о совещании, они с Батмановым тоже не возлагали на него особых надежд: вряд ли можно было рассчитывать на то, что начальники отделов после совещания придумают что-либо сверх обычных, давно установленных форм отчета.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫук ӗнтӗ эсир Батмановпа хӑвӑрах кайӑр!

— Нет уж, поезжайте сами с Батмановым!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Наркомат кӗтмен ҫӗртен Батмановпа мана чӗнчӗ.

— Наркомат неожиданно вызвал Батманова и меня.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батмановпа Залкинд пӗр харӑс кулса ячӗҫ.

Батманов и Залкинд дружно захохотали.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батмановпа Беридзе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, Гречкин пуҫне кӑмӑлсӑррӑн сулкаларӗ.

Батманов и Беридзе переглянулись, Гречкин неодобрительно покачал головой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Беридзе хӑйӗн малашнехи ӗҫӗсем ҫинчен селектор тӑрӑх Батмановпа калаҫса татӑлчӗ: пӗр эрне яхӑн вӗсем Ковшовпа пӗрле Чонгра ҫинче пулаҫҫӗ, насуссемпе дизельсене пухнӑ ҫӗрте Филимонова пулӑшаҫҫӗ, проливран пуҫласа Адун патне ҫити тӑсӑлса выртакан типҫӗр ҫинчи пуҫламӑш участокра шӑратса сыпас ӗҫе организацилеҫҫӗ, унтан вара трасса тӑрӑх Новинска тухаҫҫӗ.

Беридзе договорился по селектору с Батмановым о своих дальнейших планах: вместе с Ковшовым они побудут с неделю на Чонгре, помогут Филимонову разобраться в монтаже насосов и дизелей, организуют сварку на головном участке материка от пролива до Адуна, а затем двинутся по трассе к Новинску.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫав вӑхӑтра Беридзе Кончеланра аппарат патне Батмановпа калаҫма тесе пынӑ пулнӑ.

Он находился в это время в Кончелане и пришел к аппарату, чтобы вызвать Батманова.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батмановпа Залкинд тухса калаҫасшӑн пулмарӗҫ.

Батманов и Залкинд отказались от предоставленного им слова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫуллахи ҫула та туса пӗтереймен-ха, анчах Батмановпа Беридзе, иккӗшӗ трассӑн икӗ вӗҫӗнче ӗҫлекенскерсем, шӑратса сыпас ӗҫе пӗтӗм трасса ҫинче пуҫласси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗҫ.

Еще не вполне была закончена постройка летней дороги, когда Батманов и Беридзе, находившиеся в двух противоположных концах трассы, забеспокоились о начале сварочных работ по всей линии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Новинскран Батмановпа Залкинд провод патне главный инженера чӗнме ыйтрӗҫ, анчах вӑл проливра пулчӗ.

Из Новинска Батманов и Залкинд требовали главного инженера к проводу, но он находился на проливе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эх, Батмановпа Залкинд ҫук.

— Эх, нет Батманова и Залкинда.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Залкинд пуканне шутарчӗ те Батмановпа юнашар ларчӗ.

— Залкинд подвинул табурет поближе и сел рядом с Батмановым.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шӑпах акӑ ҫакӑн пек Батмановпа ӗҫлеме тӳрӗ килнӗшӗн эпӗ савӑнатӑп та.

Я и рад, что мне с таким вот Батмановым приходится работать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батмановпа Залкинд мухтаса калаҫаҫҫӗ

Батманов говорит комплименты

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батмановпа Залкинд площадкӑна пынӑ ҫӗре, труба хӑйӗн пӗтӗм вӑрӑм тӑрӑхӗпе пӑр ҫинче, пӗр вӗҫӗпе ҫыран хӗррине тӗкӗнсе выртнӑ.

Когда Батманов и Залкинд пришли на площадку, труба лежала всем своим длинным телом на льду, уткнувшись одним концом в берег.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батмановпа Беридзе ҫине ан пӑхӑр, вӗсем сире пулӑшаймӗҫ, — шӳт туса каларӗ Дудин Алексее.

— Не оглядывайтесь на Батманова и Беридзе, они вам не помогут, — шутливо сказал Алексею Дудин.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех