Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аҫу (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн аҫу апла арманта ӗҫлет? — ыйтрӗ вӑл ун вырӑнне.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Асту, Караҫӑм, ҫак ача телейлӗ пултӑр тесе сан аҫу та вилнӗ!» — хавхалануллӑн каларӗ Тимахван мучи.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран сан аҫу вара Укаслу вырӑнне мана хама пӗве кутне пӑрахтӑр тесе-и?

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирук, эсӗ Кузьма Васильчпа аҫу туслӑ-юлташлӑ пулни ҫинчен пӗлтер.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аҫу ӗҫленӗ леспромхоз машини килмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Эй, айван ачупа, аҫу вӑрҫӑра-ҫке, пульӑсем айӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ҫывӑр, ҫывӑр, ывӑлӑм, Ҫывӑр, савнӑ ылтӑнӑм, Аҫу ҫӑкпа ҫӳрерӗ, Тӗнче ӗҫне ӗҫлерӗ, Ҫӑварӗнчи татӑкне, Ҫӳренккене ҫитерчӗ…

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ав сан аҫу пирӗн ҫӗре туртса илсе валеҫесшӗнччӗ, сысна хӳри те тӑваймарӗ!

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аҫу пек, кусем те вӑрҫӑран таврӑнаймӗҫ, — тет аппа.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аҫу вара шӑнаран слон тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аҫу та мана килӗштеретчӗ, эсӗ тӗ… хирӗҫех марччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Пурнӑҫа тӗрлӗрен пурӑнма пулать. Ак сирӗн аҫу та пурӑнать, ҫав сывлӑшах сывлать, ҫав хӗвел ӑшшипех ӑшӑнать», — аса килчӗҫ мастер сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ак ҫанӑн аҫу та пурӑнать, ҫав сывлӑшах сывлать, ҫав хӗвел ӑшшипех ӑшӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халлӗхе сывлӑхӑм чиперех те шалӑвӗ те самаях пысӑк, Аҫу, ачам, ӗмӗрне ҫурт-йӗр тусах ирттерет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Милиционер — аҫу илсе кайӗ те, пӗтӗмпех улшӑнӑн.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Санӑн аҫу милиционер имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

— Ачам, эпӗ санран аҫу ыйтнӑ пек ыйтатӑп.

— Мальчик мой, я обращаюсь к тебе как отец.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эсӗ, тӑванӑм, аҫу ҫырӑвӗсене пуҫтарса чик те упра вӗсене, — терӗ вӑл Пенишорӑна лӑпкӑн, анчах ҫирӗппӗн тухакан сасӑпа.

— Ты, братец, собери-ка письма отца и храни их, — спокойным, но твердым тоном сказал он Пенишоре.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Санӑн ҫӗре кӗнӗ аҫу та мана ҫак сӑмахсенех калатчӗ.

Эти слова мне и отец твой покойный говорил.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех