Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Иаков хӑйӗн амӑшне Ревеккӑна каланӑ: манӑн Исав пиччем ҫӑмламас ҫын, эпӗ яка ӳтлӗ ҫын; 12. тен, аттем мана хыпаласа пӑхӗ те, эпӗ вара унӑн куҫӗ умӗнче ултавҫӑ пулӑп, хам ҫине пиллӗх вырӑнне ылхан кӳрӗп, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӑл мана каларӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче ҫӳретӗп, санпа пӗрле Вӑл Хӑйӗн Ангелне ярӗ, санӑн ҫулна ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, манӑн ывӑлӑм валли арӑм хамӑн тӑвансем хушшинчен, хамӑн аттем килӗнчен, илӗн; 41. манӑн тӑванӑмсем патне кайса килсессӗн, эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, вӗсем сана хӗр памасассӑн та, эсӗ эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35. Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36. Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37. хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38. манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Авраам ӑна каланӑ: сыхлан, манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай; 7. мана аттем ҫуртӗнчен, хам ҫуралнӑ ҫӗртен илсе килнӗ Ҫӳлхуҫамӑр — тӳпе Турри [тата ҫӗр Турри] — мана каларӗ, Вӑл мана тупа туса каларӗ: ҫак ҫӗре [сана тата] санӑн йӑхна парӑп, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Исаак хӑйӗн ашшӗпе Авраампа калаҫа пуҫланӑ, вӑл: аттем! тенӗ.7. И начал Исаак говорить Аврааму, отцу своему, и сказал: отец мой!
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; 12. вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; 13. Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.