Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аслисен (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслисен канашӗсем ҫамрӑксене тӗрӗс пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

- Каллех ҫитӗнекен ӑрупа аслисен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗп пулнӑран ӗҫ-хӗл ӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

«Вӑрҫса-хӗнесе ачасене ним тума та хӑнӑхтарас ҫук. Ачасемпе юнашар ларса чунна уҫса час-часах калаҫмалла, аслисен сӑмахне итлеме, вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма вӗрентмелле. Ун пек чухне вӗсем выляма та, телевизор курма та, урокӗсене хатӗрленме те, аслисене пулӑшма та ӗлкӗреҫҫӗ», — аса илет халӗ Римма Аркадьевна.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Нумай ачаллӑ ҫемьере кӗпе тумтир ҫуса тасатасси, кӗҫӗннисене апат ҫитересси аслисен тивӗҫӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Ача-пӑча тумӗ аслисен ҫи-пуҫӗнчен питех уйрӑлса тӑман, ӗлки-ӗренкипе тата тӗрри-эрешӗпе ҫеҫ ансатрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ӳснӗ чух аслисен хӳтӗлӗхӗ пит хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тантӑшӗсен, аслисен ячӗсем тата!

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Иван Сидорович савӑннипе сылтӑм аллин пӳрнисемпе сӗтел тӑрӑх чуптарса-шакӑртаттарса, аслисен калаҫӑвне тӗлӗнсе итлесе ларакан Римма еннелле сулахай куҫне хупкаласа-вылятса илчӗ те: — Акӑ тинех йӗркене кӗчӗ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

1916 ҫул вӗҫӗнче Леопольд Рудольф пуҫарӑвӗпе Халӑх консерваторине туса хунӑ, унта ытларах енӗпе Сарӑту консерваторинче ӗҫлекенсем вӗрентнӗ, каярахпа вӑл ачасемпе аслисен мусӑк шкулӗ пулса тӑнӑ.

В конце 1916 года по инициативе Леопольда Рудольфа была создана Народная консерватория, где преимущественно преподавали сотрудники Саратовской консерватории, впоследствии она была преобразована в музыкальную школу для детей и взрослых.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Пирӗн, аслисен, вӗсене пулӑшса, ҫул кӑтартса пымалла, шухӑшӗсене хаклама пултармалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ҫавӑн пекех аслисен кӗҫӗннисене тимлӗх уйӑрни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Анчах та эсир халӗ аслисен ячӗпе калатӑр пулсан, эпӗ хамӑн нумай йышлӑ тантӑшсен ячӗпе калатӑп тесе шутлӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аслисен йышӗнче пулнӑ май пӗчӗклех ӗҫе кӳлӗннӗ, кӗҫӗн ҫулхи пӗртӑванӗсене пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Анчах та ачасем шыва кӗнӗ чухне вӗсене аслисен сӑнаса, асӑрхаса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе аслисен тӗпренчӗкӗсене ырӑ тӗслӗх кӑтартмалла, хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Аслисен тӗслӗхӗпе пӗчӗккисем те пурнӑҫран вуҫех те юласшӑн мар тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

— Унтан та ытларах эпӗ хамӑр ачасем, эсир, ҫамрӑк тусӑмсем, аслисен ӗҫне малалла туса пынишӗн, пурнӑҫ пӗр вырӑнта ан тӑтӑр тесен илемлӗрех, тулӑхрах пултӑр тесен, тата та пысӑкрах хастарлӑхпа ӗҫлеме кирлине, паянхи кӗрешӳ пысӑкрах пӗлӳ ыйтнине ӑнланнишӗн хӗпӗртетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Улюк хӗрӗ Надя та аслисен ӗҫне хутшӑннӑччӗ, анчах ӑна Анюк: «Хамӑр та нумаййӑн, пурте ҫаврӑнар мар, журналсем пӑх, ав», — тесе, диван ҫине, йӗкрешсем хушшине, тӗртсе кӗртсех лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хутшӑнусене уҫӑмлатма аслисен те, кӗҫӗннисен те кама та пулин чунне уҫса парас, специалистран сӗнӳ-канаш ыйтас килет.

Куҫарса пулӑш

Шанӑҫ кунне уявланӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл: — Ҫакӑ ӗҫ ҫыннине мал ӗмӗтпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ҫитӗнекен ӑрӑва аслисен ырӑ тӗслӗхне ӑса хывма, вӗсем пек тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен пулма хавхалантарса тӑтӑр, — тени те витӗмлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех