Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арӑмӗ (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак арӑмӗ - упӑшкин, хӗрӗ – ашшӗн, мӑнукӗ кукашшӗн хушаматне палӑк ҫинче кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Пӳрте кӗрсен, Левен карттусне хывса пӑтана ҫакать, ывӑлне утьӑкка ҫӗклесе, ӑна ҫӗре ярать, арӑмӗ умне пырса: — Эх, раз, эх, два! — тет, куҫран ӑшшӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫа арӑмӗ пепки валли ҫытак-мӗн туянма кӑштах укҫа та парса янӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тем каласшӑн арӑмӗ, кӑп-кап каркалать ҫӑварне.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ҫитсӑ туй вӑл ним амакӗ те мар: мӑшӑрланнӑранпа ҫулталӑк ҫитнӗ кун — ҫитсӑ туй кунӗ, — ӑнлантарать арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӳрех шарламасть арӑмӗ, упӑшкине куҫран чӗнмесӗр, тӗсесе те пӑвӑртса, тем ыйтса, йӑлӑнса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сисет вӑл арӑмӗ темле йывӑр сӑмах тапратасса.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Левен, — тет арӑмӗ йӑвашшӑн, — ман санпа калаҫмалли пур.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арӑмӗ декрет-секретра пурӑннӑ вӑхӑтра пособие ӑна хӗрарӑма мар, арҫын ӗҫ укҫийӗ ҫумне хушса памалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кайран ак ҫак гражданин, — таксист арӑмӗ хура арҫынна тӗллесе кӑтартать, — Стопкин хушаматли те, Вальӑпа пӗр ҫӑвартан сурсах илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Таксист арӑмӗ Нина Сидоровна Урхамахова каласа панинчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытла чипер майра, чипер мар ӗҫсемпе аппаланса пурӑннӑскер, Стервиз-таксистӑн — Павел Захарович Урхамаховӑн арӑмӗ пулать тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ачине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ арӑмӗ танкӑшса килнине, утнӑ чух утнине, чупнӑ чух чупнине курать вӑрманҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Хӑ, чисти ҫверь пулса кайнӑ-иҫ эс, — вӑрҫать йытта кил хуҫи арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тен, арӑмӗ ҫырнӑран ҫеҫ хавхаланать пуль вӑл?

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫакӑн пек ҫунатлӑ та таса чунлӑ арӑмӗ сӑввисене халиччен те никама кӑтартманни тӗлӗнтерчӗ Левене.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамара вӗсене, ахӑртнех, Левен вӑрмана ӗҫпе туха-туха кайсан, тӗмсӗлсе, тӗрленӗ, мӗншӗн тесен упӑшки арӑмӗ алла хут-кӑранташ тытса ларнине курма ҫеҫ те мар, сӑвӑ ҫырса аппаланасси пирки шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сых ятне, сисмен хушӑра арӑмӗ килсе кӗмест-ши тесе, картишнелле тухакан чӳрече умне пырса пӑхрӗ Левен.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лесник чунӗнче, арӑмӗ телеграмма панишӗн хӗпӗртенипе, темле хаваслӑх кӑтӑрса каять:

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арӑмӗ тыттарнӑ хаҫата чарӑна-чарӑнах уҫкаласа пӑхать Юкур пӗрре, тепре, ӑшӗ хыпни-ҫуннине пӑхмасӑрах, правлени еннелле юрттарать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех