Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах арҫын хӑйне лӑпкӑ тытнӑ-ха, анчах полиграфпа /суя детекторӗ/ усӑ курса ирттернӗ психофизиологи тӗпчевӗ арҫын хӗрача мӗншӗн ҫухалнине пӗлнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

— Командировкӑра хӗрарӑм — арҫын ӑшшине, арҫын — хӗрарӑмпа эрех хӗрӳлӗхне шырать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Арҫын тумӗпех, арҫын тумӗпех каймалла санӑн.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын тумнех тӑхӑн, арҫын тумнех.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килпет арҫын, — пӗрре пӑхсах асра юлмалли патвар ҫурӑмлӑ, сӑнӗпе те, сӑпачӗпе те паттӑр курнакан арҫына чӑвашсем ҫапла калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗлӗкрех, арҫын ачасемпе выртмана ҫӳренӗ чухне, вӗсемпе пӗрле юланутпа ӑмӑртса чуптарнӑ чухне вӑл ҫак сӑмахсене аса илетчӗ те хӑйне арҫын ача пекех туятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Варуҫ аппа, хӑрах алӑллӑ пулсан та, арҫын ӗҫне арҫынран лайӑх тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Арҫын арҫынах ҫав, халтӑрканӑ, кӑмпаланнӑ, «вырӑнпах выртакан» хуҫалӑха часах «ура ҫине тӑратрӗҫ», «ҫӗнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнтартса, тӗкӗ парса», илемлетсе, ял-йыш ӑмсанмалла лата килтерчӗҫ чӗрӗ, курӑмлӑ сӑн-пит пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Йӗркеллӗ пӑхса, шӑварса ӳстерекен чечек пек хӗрача малтанах ҫакна асӑрхамарӗ те тейӗн, анчах кун пек хӑтланкаларӑшсем ытах йышланса кайсан, вӑл сисрӗ: ку ытти арҫын ачасенчен нимпе те уйрӑлса тӑман арҫын ача, Минин хушаматлӑскер, ӑна юратать, хӑй ҫине тимлӗх ҫавӑрасшӑн, хӑйне тӗсеттересшӗн ӑшталанать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫын арҫынах, ӑна лесникпе калаҫма вӑрмана хамӑр йывӑҫсене кайса пӑхма эпир хушрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ вӑл утнине шеллесе пӑхнӑ вӑхӑтра: — Паян мана пулӑшма тухрӗ вӑл. Вара эпир ӑна пулӑшатпӑр. Халӗ ун бригадинче пӗр арҫын та юлмарӗ. Вӑрҫӑ тухиччен тӑватӑ арҫынччӗ унта. Шел те, мӗн тӑвӑн, пӗри те ҫаврӑнса килеймерӗ вӗт, — терӗ Антон Трофимович, палӑрмаллах кулянса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Арҫын арҫынах вӑл.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирус туртман, эрех ӗҫмен арҫын арҫын та мар.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Арҫын арҫынах, сак ваклать те вут тӑвать тенӗ пек пулнӑ ӗнтӗ эпӗ вун виҫӗ ҫулта.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эс арҫынарҫынах пул.

Ты мужик — вот и будь мужиком.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манашкал арҫын кӗлеткинче шӑмӑ-шакӑ та ҫивӗч кӗтессем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, кусен пӗтӗмпе арҫын чунне илӗртекен вӑрттӑнлӑхсем те чӑмӑр кӗлетке-ҫурӑм.

Если у мужиков то тут, то там выпирают угловатые мослы и кости, то здесь все округло, гладко, заманчиво, что и прельщает всех мужчин.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арҫын патне арҫын та мар кунта.

И дело тут не в мужчинах.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арҫын патне арҫын килмесӗр тата».

А мужчины ходят друг к другу».

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арҫын — пур енчен те арҫын пултӑр тет хӗрарӑм.

Мужчина должен быть со всех сторон мужчиной.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арҫын арҫынсен ҫывӑхӗнче пулмалла-ҫке-ха.

как же, мужчины должны быть рядом.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех