Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Аллӑ (тĕпĕ: аллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллӑ ҫул тӗлнелле пӗр-пӗр ҫакнашкалрах итог пулмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Республикӑмӑр «Халӑх поэчӗ» ячӗпе мандат пачӗ, пысӑк Ҫӗршывӑмӑр правительстви, аллӑ ҫуллӑху тӗлне хисеплӗ орден парса, сан пӗтӗм халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫне хапӑл турӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ун аллӑ ҫуллӑхӗ таҫта ҫити кӗрлерӗ, Куйбышра та илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хусанкай аллӑ тултарнӑ тӗле эп Шупашкара каяймарӑм.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Катек ялӗнче пурӑнакан Михаил Петров аллӑ ҫул ытла руль умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Ӑна хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хурса: «Ах, ачам, килтӗн-килтӗнех иккен, аллӑ ҫул кӗтрӗм сана, пехил! Урӑх ан кай, ан пӑрахса хӑвар мана!» тенӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

«Арҫын алли аллӑ тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр, хӗрарӑм алли хӗрӗх ӗҫ пӗлтӗр», — текен ваттисен сӑмахӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ситекпуҫ ҫыннисем кӑҫал ҫитӗнтернӗ тырпулӑн аллӑ процентне пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3389124

Унтан та ытла, чӑваш паттӑр юмахӗсенче аллӑ пуҫлӑ ҫӗлене те ним мар ҫӗнтерни тӗл пулать.

В чувашских богатырских сказках встречаются сюжеты, где батыр быстро управляется даже с пятидесятиглавым змеем.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Шӑп ҫур ҫӗрте икӗ ҫамрӑк дружинник хӑйсен штабне пӗр аллӑ пиллӗксене ҫитнӗ арҫынна илсе пычӗҫ те, штаб начальникӗн сӗтелӗ умне тӑрса, пӗр-пӗрине пӳле-пӳлех каласа пама тытӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Анчах эсӗ хӑвӑн Алтатти тепӗр уйӑхран аллӑ тултарнине асра тытатӑн-и ҫав, Унтрей?

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Смирнов — Берлина аллӑ ҫухрӑм ҫитеймерӗ…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Сан тата тепӗр аллӑ ҫухрӑма яхӑн каймалла, — каларӗ вырӑс.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Аннушкин пӗлтӗр аллӑ ҫул тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Икҫӗр аллӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ман шутпа, аллӑ пилӗк-аллӑ ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗскер.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вунӑ-вунпилӗк метр тарӑнӑшне халех ӗнтӗ аллӑ пине яхӑн сӑвай ҫапса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мӗнле юмахри пек? — вӗчӗрхенерех ыйтрӗ строй-трестӑн главнӑй инженерӗ, ҫӳллӗ те ансӑр ҫамкаллӑ, аллӑ пилӗк-утмӑл ҫулсенчи сарӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уйрӑмлӑхӗ, ман шутпа, ҫавӑ ҫеҫ: аллӑ урлӑ каҫнӑ ашшӗн, Тихон Евдокимовичӑн, пичӗ-куҫӗ шыҫмаклана пуҫлана, ӑна шатра шӑтарса пӗтернӗ, кунсӑр пуҫне ашшӗн ҫӳҫӗ тӗксӗмрех, куҫ харшийӗсем аплах ҫуталса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем Хисеп хӑми ҫинче, вӗсем уйӑхсерен икҫӗр аллӑ, виҫҫӗр тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, вӗсем пирки очеркра та ӑшӑ сӑмах нумай каланӑ — эппин, мӗн пӑшӑрханмалли пур, ма шӑртланмалла?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех