Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапха ҫумӗнчи лаҫа пуҫне чиксе пӑхрӗ те вӑл аллисемпе пичӗ умӗнче хӑлаҫланса пӳртелле талкӑшрӗ.

Он зачем-то заглянул в лась-избушку рядом с воротами, затем, размахивая руками, ринулся в дом.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр кулса ячӗ те Ивукӑн аллине вӗри аллисемпе тытса чӑмӑртарӗ.

Девушка рассмеялась, сжала горячей ладошкой руку парня.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл вут пек пӗҫерекен аллисемпе майӗпен кӑна кӑмака кирпӗчне ҫӗклесе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

«Эсӗ манпа калаҫ! — тет Ухтиван пупа аллисемпе тӑрантас хӗррине ҫатӑрласа тытса.

— Нет уж, ты со мной говори! — Ухтиван взялся за спинку тарантаса.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мариҫ хӑйӗн чӗлхи ҫӗтнине ҫаплах ӑнланмаҫҫӗ тет пулас, амӑшӗ путмар еннелле ҫаврӑнсанах ӑна хӑй патнелле кӑчӑк туртса чӗнсе илет, калаҫма пултарайманни ҫинчен аллисемпе ӑнлантарма тӑрӑшать.

А Марись все беспокоится, что ее не понимают, устремив лицо и руки к матери, она жестами пытается объяснить, что лишилась речи.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл кӑштах ҫӑварне карса аллисемпе чӗркуҫҫийӗ ҫине тӗреннӗ те кӗлеткипе малалла ӳпӗннӗ.

Он сидит с полуоткрытым ртом, весь подавшись вперед.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Григорьев ҫине вӑл темле алчӑраса пӑхса илчӗ те яшт тӳрленсе тӑчӗ, хыттӑн ахлатса ярса пуҫне аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ.

Глянул на Григорьева какими-то ошалевшими глазами и, резко выпрямившись, громко охнул, схватился за голову руками.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара кӑмака умӗнче палкама та сиккелеме, аллисемпе кӑтарткалама тытӑнать.

И ну рассказывать жене какую-нибудь небылицу.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ачашланнӑ пек ҫепӗҫҫӗн авкаланкаласа черчен аллисемпе ҫамки ҫинчи ҫӳҫ пайӑркисене тутри айне сӑтӑрса кӗртнӗ.

Вот она, по-детски неуклюже, убирает со лба нежными руками выбившиеся прядки.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑтрекен аллисемпе старик ҫӑм шлепкине сулахай хул хушшине хӗстерет те йӗм кӗсйинчен пӗр тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа туртса кӑларать.

Зажав под мышкой замусоленную шляпу, он дрожащей рукой выгреб из кармана рубль серебром.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тиек аллисемпе тӗренкелесе каллех тенкел ҫине выртать.

Помахав руками и потянувшись, дьяк снова улегся на скамью.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ниҫта кайса кӗме ҫук пулса ҫитсен ҫеҫ Яка Илле хырчӑкне ывӑтса ярать те аллисемпе ӗселенме пуҫлать.

Натешившись до изнеможения, он швыряет скребок и охлопывает себя ладонями.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ультӳҫ инке чӗтрекен аллисемпе хӑйӑ тупса ҫутса ячӗ те Ухтиван ҫине пӑхрӗ.

Дрожашими руками старушка зажгла лучину и глянула на Ухтивана.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каллех Яка Илле сиксе ӳкрӗ, хӗскӗч пек аллисемпе Ярилен мӑйне пӑвса лартрӗ.

А Илле все еще недоволен, вот он коршуном налетел на старика и, словно клешами, схватил его за горло.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрсем те аллисемпе тутисене хупланӑ.

Девушки прикрывают губы ладошками.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳллӗ-ши, ҫӳллӗ мар-ши тенӗ пек, ҫын каштах усӑнкаласа тӑрать те ҫӗре тӳп сиксе анать, питне аллисемпе хупласа картаналла чупса кӗрсе пытанать.

Постояв на краю поветей, словно примериваясь, не чересчур ли высоко, женщина решительно спрыгнула и, закрывая лицо руками, метнулась в хлевушек.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Упӑтенни пек кӗске кӗлеткине пӗр ҫӗре чӑмӑртаса, вӑрӑм аллисемпе урайне тӗренсе Микки ҫӗре хутланса ларать.

Подобрав по-обезьяньи свое короткое тело в один комок, Микки, опираясь руками о пол, садится.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗлип «чӑвашла» ҫеҫ ишме пӗлет: урисемпе ҫапать, аллисемпе шыв айӗнчен туртать.

Хелип умеет плавать только по-собачьи: руками гребет в воде, а ногами бьет по поверхности.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван аллисемпе ҫӑмӑллӑн хӑлаҫланса ишет.

Ухтиван и размашисто поплыл саженками.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Питне аллисемпе хуплать…

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех