Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Акӑлчансемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миллер тата акӑлчансемпе американец-офицерсен ушкӑнӗ кӑна тӑрса юлчӗҫ.

Остался Миллер и группа англо-американских офицеров.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсен аэропланӗсем ҫунаҫҫӗ, бензин сапса вут тивертсе янӑ ҫӑнӑхпа сахӑр ялкӑшаҫҫӗ.

Горели аэропланы, горела мука, горел облитый бензином сахар.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем — акӑлчансемпе американецсем…

Это англичане с американцами…

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсене совет ҫарӗсем тӗппипех ҫапса аркатрӗҫ, тесе тӳрремӗнех ҫырма май ҫук-ҫке-ха.

Нельзя же было просто написать, что англичане и американцы наголову разбиты советскими войсками.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсен ҫак интервенцине путлантарни совет халӑхӗ тунӑ калама ҫук пысӑк ҫӗнтерӳ пулса тӑчӗ.

Этот провал англо-американской интервенции был величайшей победой советского народа.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсен ҫарӗсене Шенкурск ҫывӑхӗнче ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн тата ытти фронтсенче те Хӗрлӗ Ҫар кашни кунах вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пыра-пыра ҫапма тытӑнсан, Вильсонпа Черчилль ҫамрӑк Совет республикине хӑйсен вӑйӗпе пӗтерсе тӑкма хӑтланни татӑклӑнах путланса ларнине питӗ лайӑх ӑнланса илчӗҫ.

После разгрома англо-американских войск под Шенкурском и нараставших с каждым днем мощных ударов Красной Армии на других фронтах Вильсон и Черчилль ясно поняли, что их попытка подорвать силы молодой Советской республики окончательно провалилась.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсен батальонӗсем, миллеровецсемпе пӗрле пӗр чарӑнса тӑмасӑр тараҫҫӗ, пӗр-пӗрне хӑвала-хӑвала иртсе каяҫҫӗ, снарядсем чаваласа ватса пӗтернӗ хӗллехи ансӑр ҫулсем ҫинче пӗр-пӗринпе пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ.

Англо-американские батальоны вместе с миллеровцами улепетывали что есть мочи, перегоняя друг друга и сталкиваясь на узких, взрытых снарядами зимних дорогах.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсен командованийӗ совет ҫарӗсем хытӑран хытӑ хӗсме пуҫланине туйса илчӗ.

Англо-американское командование почувствовало, что натиск советских войск возрастает.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нимӗн чӗнмесӗр тимлӗн итлекен халӑх, хӗрелсе кайнӑ сӑн-питсем, хресченсен хаяр та тимлӗ куҫӗсем, тухса калакансенчен хӑшӗ те пулин акӑлчансемпе американецсем Архангельск крайӗнче мӗнле тискерленни ҫинчен каласа парсан, халӑх хушшинче курайманлӑхпа кӑшкӑрашни — ҫаксем пурте Драницына халӑх интервентсене хирӗҫҫине, халӑх интервентсене чунтан-чӗререн курайманнине татах та татах тепӗр хут ӗнентерчӗ.

Молчаливая, внимательно слушающая толпа, раскрасневшиеся лица, строгие, серьезные глаза крестьян, негодующие возгласы, которые раздавались в толпе, когда кто-нибудь из выступавших рассказывал о страшных, позорных событиях в Архангельском крае, — все это еще и еще раз убеждало Драницына в одном: народ против интервентов, народ ненавидит их смертельно.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Декабрь уйӑхӗнче акӑлчансемпе американецсем Архангельск полкӗнчи нимӗн айӑпсӑр салтаксене персе пӑрахрӗҫ.

— В декабре англичане и американцы расстреляли ни в чем не повинных солдат Архангельского полка.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Заключённӑйсене ледокол ҫине илсе пынӑ хыҫҫӑн, унта Бо лейтенант ертсе пыракан акӑлчансемпе американецсен комиссийӗ пырса ҫитрӗ.

После доставки заключенных на ледокол прибыла англо-американская комиссия, возглавляемая лейтенантом Бо.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Контрразведкӑра, акӑлчансемпе тата американецсемпе пӗрлех, французсем те ӗҫлеҫҫӗ.

В контрразведке наравне с англичанами и американцами служили и французы.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӑлханса тата пит-куҫӗ ытларах та ытларах хӗрелсе пынине туйса, вӑл Жемчужнӑя хӑйне тӗрмере мӗнле ыйтса тӗпчени, акӑлчансемпе американецсен контрразведчикӗсем умӗнче хӑй ирӗкӗпе хӑйне хӑй мӗнле майпа коммунист ятне пани ҫинчен каласа пачӗ.

Волнуясь и чувствуя, что краска продолжает заливать лицо, он рассказал Жемчужному, как его допрашивали в тюрьме и как перед лицом английских и американских контрразведчиков он самовольно принял на себя звание коммуниста.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсен режимӗпе паллашатӑп-ха, — салхуллӑн шӳт туса илчӗ Андрей.

Знакомлюсь с нравами освободителей от большевистского режима, — горько пошутил Андрей.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Заключеннӑйсем тӗрмерен урама тухсанах вӗсене акӑлчансемпе американецсен пӗрлештернӗ конвойӗ хупӑрласа илчӗ.

Сразу по выходе из тюрьмы заключенных окружил сводный англо-американский конвой.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакӑнпа пӗр вӑхӑтрах тӗрлӗрен «союзлӑ» державӑсен дипломати представителӗсем патӗнче канашлусем пулса иртнӗ, ҫак канашлусенче Российӑн шалти лару-тӑрӑвне ҫивӗчлетмелли, ҫапла вара Совет влаҫӗ хӑйӗн тӑшманӗсене, уйрӑммӑн илсен, акӑлчансемпе французсене хирӗҫ кӗрешессине вӑйсӑрлатмалли мероприятисене пӑхса тухнӑ.

Одновременно с этим происходили совещания у дипломатических представителей различных «союзных» держав относительно мероприятий, которые могли бы обострить внутреннее положение России и ослабить тем самым борьбу Советской власти с ее противниками и, в частности, с англо-французами.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпир иккӗленместпӗр: кунта та сылтӑм эсерсен йӗрӗ, акӑлчансемпе французсене сутӑннӑ ҫынсен йӗрӗ палӑрӗ.

Мы не сомневаемся, что и здесь будут найдены следы правых эсеров, следы наймитов англичан и французов.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Бульвар аллейинче акӑлчансемпе американецсен салтакӗсемпе матросӗсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

На аллее бульвара толпились английские и американские солдаты и матросы.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Берспа пӗрлех акӑлчансемпе американецсен темиҫе офицерӗ сиктерсе ҫитрӗҫ.

Вместе с Берсом прискакали несколько английских и американских офицеров.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтан акӑлчансемпе американецсем Двинан сулахай ҫыранне десант антарчӗҫ те ӑна тӳрех Исакогорка станцийӗ еннелле ячӗҫ.

Затем англичане и американцы выбросили на левый берег Двины десант и сразу направили его к станции Исакогорка.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех