Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яштак сăмах пирĕн базăра пур.
яштак (тĕпĕ: яштак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпайлӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ та яштак хӗре управленине час-час пырса ҫӳрекен ҫамрӑк прораб, Петя Тосов куҫ хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Яштак пилӗкне тата тӳрлетет, пуҫне каҫӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хӗрсен пилӗк авасси ҫук, яштак ӳсеҫҫӗ Чемей хӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Яштак вуллин шурӑ хут пек хуппи тӗл-тӗл сӗвӗнкеленӗ, ҫилпе вӗҫкелет, ун айӗнчен шап-шурӑ таса ҫӗнӗ ӳт пек хупӑ тухать.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр уйрӑм хут листи ҫинче яштак пӳ-силлӗ, шухӑша ӳкнӗ хӗрача ҫӗре тирӗнтернӗ сенӗк аври ҫине таянарах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ывӑлӗ унӑн, ашшӗ пекех, яштак, тӑпӑл-тӑпӑл та кӗрнек кӗлеткеллӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Каччӑ кӗлеткерен вӑтам та яштак, пӳ-сирен килӗшӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Уйӑх каялла кӑна яштак кӗлеткеллӗ, хӗрлӗ сӑн-питлӗ пулнӑ ҫамрӑк Мартин халь сӗтел хушшинче курпунне кӑларса ларать, куҫ айӗсем пӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ытлашши черченкӗ мар хӗрӗ, теветкел ҫирӗп сӑн-питлӗ, яштак кӗлеткеллӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Калаҫса татӑлнӑ вырӑна ҫичӗ сехет ҫурӑра ирхинехи шалпартарах костюм тӑхӑннӑ ҫын мар, симӗс кительпе кӑвак галифе тӑхӑннӑ яштак ҫар ҫынни — аслӑ лейтенант, лётчик килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Крыльца ҫинче вӑл Атӑл леш енчи вӑрман ӑшне хӗвел мӗнле кӗрсе пынине пӑхса тӑчӗ, унтан сасартӑк ҫӗре анчӗ те, яштак та илемлӗ кӗлеткеллӗскер, ҫирӗппӗн пусса, урам тӑрӑх утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Унтан пуҫне ҫӗклесе ашшӗне чуп тӑвать, Унӑн хаяр кӑмӑлне тӗппипе пӑтратать: Чӗкеҫ сӑнӗ хӗрлӗ, пичӗ-куҫӗ вирлӗ, Ҫан-ҫурӑмӗ яштак, ҫӗмӗрт хулӑ евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Иккӗшӗн те яштак кӗлетке, Иккӗш те хитре те патмар.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Майра патшан ҫывӑхӗнче тӑракан, Ун сывлӑхне чунтан-вартан упраса усракан — Яштак улпут сисрӗ, чӑтаймарӗ, йӑл кулчӗ, — Хӑй патшине Чӗкеҫпеле паллаштарма вӑл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Мӗн пулӗ, мӗн килӗ шанчӑка шантас мар, Ыйтса пӑхма пӗртте парне шеллес мар», Теҫҫӗ Йӑлӑмкасри яштак ҫамрӑксем: Ҫавнашкалах Шурчари ничкӗн этемсем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тухаҫҫӗ урама ракатка шутлама, Ҫиччӗрен пӗрине кӑларса суйлама: Камӑн тӳрӗ ракатка тухать, Ҫавӑн яштак мӑшӑрӗ пулать…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрӑм яштак пӳ ҫинче Хура ҫӳҫлӗ тӑрӑх пуҫ; Тӳрткен сӑмсин ик енче Икӗ ҫутӑ чакӑр куҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрӑм яштак пӗвӗме Тӳрӗ тытам-и?

Куҫарса пулӑш

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн Улькка аппа хӑйӗн ҫӗр те пӗр ҫулне пӗтӗм тавралӑх ӑмсанмалла хӑтлӑ, юсавлӑ, тӑн-тӑн кил-ҫуртра сӑсӑл тивмен нӑтӑр-нӑтӑр яштак хурӑн пек сывлӑхлӑ-кӗрлӗхлӗ кӗтсе илтӗр, тени ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех