Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятлӑскере (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлимун ҫак ӗнене — Вертушка ятлӑскере — уйрӑммӑнах астуса пырать.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав хитре хӗрсем пӗр ҫамрӑк чаплӑ княҫе, Волхов ятлӑскере, юратса пӑрахнӑ.

И вот полюбился сестрам-красавицам молодой, статный князь Волхов.

I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тӑсланкӑ Джон Сильвер пирӗн валли питӗ лайӑх пӗлекен штурман, Эрроу ятлӑскере тупса пачӗ.

Долговязый Джон Сильвер отыскал нам очень знающего штурмана, по имени Эрроу.

VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кӑткӑс инструмента, пианино ятлӑскере, пӑсас е ҫӗмӗрес пулсан, мана ним тӑхтаса тӑмасӑрах ревтрибунал айӑплама тивӗҫ.

За порчу и поломку сурьёзного инструмента, называемого пианино, подлежу немедленной каре со стороны ревтрибунала.

Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Тата хуш, — терӗ вӑл: — «Кӑткӑс инструмента, пианино ятлӑскере, пӑсас е ҫӗмӗрес пулсан, мана ним тӑхтаса тӑмасӑрах ревтрибунал айӑплама тивӗҫ».

— Добавь: «За порчу и поломку сурьёзного инструмента, называемого пианино, подлежу немедленной каре со стороны ревтрибунала».

Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Спартак вӗсене ултӑ эскадрона уйӑрчӗ, вӗсен начальникӗ пулма Мамилий ятлӑскере лартрӗ.

Спартак разделил их на шесть эскадронов и начальником над ней назначил Мамилия.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.

За кедровые бревна с Ливана, за кипарисные и оливковые доски, за дерево певговое, ситтим и фарспс, за обтесанные и отполированные громадные дорогие камни, за пурпур, багряницу и виссон, шитый золотом, за голубые шерстяные материи, за слоновую кость и красные бараньи кожи, за железо, оникс и множество мрамора, за драгоценные камни, за золотые цепи, венцы, шнурки, щипцы, сетки, лотки, лампады, цветы и светильники, золотые петли к дверям и золотые гвозди, весом в шестьдесят сиклей каждый, за златокованые чаши и блюда, за резные и мозаичные орнаменты, залитые и иссеченные в камне изображения львов, херувимов, волов, пальм и ананасов — подарил Соломон Тирскому царю Хираму, соименнику зодчего, двадцать городов и селений в земле Галилейской, и Хирам нашел этот подарок ничтожным, — с такой неслыханной роскошью были выстроены храм господень и дворец Соломонов и малый дворец в Милло для жены царя, красавицы Астис, дочери египетского фараона Суссакима.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

«Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех