Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ятлӑ (тĕпĕ: ятлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чушка ятлӑ сысна, Пишка ятлӑ йытӑ тата Сократ ятлӑ хур — пӗтӗм труппа та ҫакӑ кӑна пулнӑ.

Свинья Чушка, собака Пишка и гусь Сократ — вот и вся труппа.

Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ку ҫулӑн тӗп сыпӑкӗсем ҫаксем: батока йӑхӗ йышӑнса тӑракан ҫӗрпе ҫӳрени — кунта ҫынсем хӑйсене гашиш туртса минретнӗ; унтан Семалембуэ ятлӑ вӑйлӑ патша патне ҫитсе курни; Кафуэ урлӑ каҫни; каллех Замбезие таврӑнни; Моурума король патне кайни; португалсем пурӑннӑ Зумбо ятлӑ авалхи хула ишӗлчӗкӗсене пӑхса ҫаврӑнни; 1856 ҫулхи январӗн 17-мӗшӗнче ку вӑхӑтра португалсемпе ҫапӑҫакан Миенде патшапа тӗл пулни; юлашкинчен, мартӑн 2-мӗшӗнче Замбези хӗррине вырнаҫнӑ Тете ятлӑ яла пырса ҫитни.

Путешествие по области племени батока, где люди одуряли себя курением гашиша, посещение могущественного местного царька Семалембуэ, переправа через Кафуэ, снова Замбези, визит к королю Мбурума, осмотр развалин старинного португальского города Зумбо, встреча 17 января 1856 года с царьком Мпенде, в то время воевавшим с португальцами, и, наконец, прибытие 2 марта в Тете на берегу Замбези — таковы были главные этапы этого пути.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

26. Турӑ улттӑмӗш уйӑхра Гавриил ангела Галилейӑри Назарет ятлӑ хулана, 27. Давид ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ Иосиф ятлӑ ҫын валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ; Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ.

26. В шестой же месяц послан был Ангел Гавриил от Бога в город Галилейский, называемый Назарет, 27. к Деве, обрученной мужу, именем Иосифу, из дома Давидова; имя же Деве: Мария.

Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ, 4. Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн 5. тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, — 6. шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.

так говорит Господь Саваоф, Бог Израилев: вот, Я наведу бедствие на место сие, - о котором кто услышит, у того зазвенит в ушах, 4. за то, что они оставили Меня и чужим сделали место сие и кадят на нем иным богам, которых не знали ни они, ни отцы их, ни цари Иудейские; наполнили место сие кровью невинных 5. и устроили высоты Ваалу, чтобы сожигать сыновей своих огнем во всесожжение Ваалу, чего Я не повелевал и не говорил, и что на мысль не приходило Мне; 6. за то вот, приходят дни, говорит Господь, когда место сие не будет более называться Тофетом или долиною сыновей Енномовых, но долиною убиения.

Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Аслӑ хӗрне вӑл — Емима ятлӑ, вӑталӑх хӗрне — Кассия ятлӑ, кӗҫӗн хӗрне Керенгаппух ятлӑ хунӑ.

14. И нарек он имя первой Емима, имя второй - Кассия, а имя третьей - Керенгаппух.

Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лепчалла, Сиккимӑн тӗп халӑхӗн чӗлхипе, ҫӗршыв «Най-ма-эль» (Nye-mae-el, «ҫӑтмах») ятлӑ, сикким чӗлхипе вара — «Беймул демазонг» (акӑл. Beymul Demazong) ятлӑ, ку вӑл «пытаннӑ рис айлӑмӗ» тенине пӗлтерет.

На лепча, языке коренного населения Сиккима, страна называется «Най-ма-эль» (Nye-mae-el, «рай»), а на сиккимском — «Беймул демазонг» ( англ. Beymul Demazong), что означает «скрытая долина риса».

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Апла пулин те вӗсемех Ока шывӗн Цна ятлӑ юппин ячӗ (ҫакнашкал ятлӑ юханшывсенчен пӗри) урӑх майпа пулнӑ тесе пӗлтернӗ.

Однако они считали, что приток Оки Цна (одна из рек, носящих это название) другого происхождения.

Цна (Припять юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BD%D ... %BF%D0%B8)

Стихван Шавлы, «Пӳрнепе тӗллесен» ятлӑ кулӑшла-сатирӑлла кӗнеки хыҫҫӑн, «Эс ялкӑштарнӑ ҫулӑм» ятлӑ пӗр ярӑм юрату сӑввисем ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

1930 ҫулта Ошьяра Сталин ятлӑ колхоз йӗркеленнӗ, 1951 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче вӑл пысӑкланнӑ (Сталин ятли, «Заветы Ильича», «Первомайка» тата «Фронтовик» ял хуҫалӑх эртелӗсем пӗрлешнӗ), 1961 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче колхоз Ильич ятлӑ пулса тӑнӑ.

В 1930 году в Ошье был создан колхоз им. Сталина, укрупненный 1 марта 1951 года (слились сельхозартели им. Сталина, «Заветы Ильича», «Первомайка» и «Фронтовик»), 10 февраля 1961 года переименован в колхоз им. Ильича.

Ошья // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 1%8C%D1%8F

Вӑл вӑхӑтра башня Бордж-э Шахяд (перс чӗлхинчен Шахсене асӑнса тунӑ башня пек куҫать) ятлӑ пулнӑ, башня вырнаҫнӑ тӳремӗн ячӗ те ҫавӑн пекех пулнӑ (вӑл Мейдан-э Шахяд ятлӑ пулнӑ, куҫарсан Шахсене асӑнса йӗркеленӗ тӳрем тенине пӗлтерет) пулнӑ.

В то время башня носила название Бо́рдж-э Шахя́д (с персидского языка переводится как Башня памяти Ша́хов), как и площадь, на которой стояла башня (она называлась Мейда́н-э Шахя́д, что в переводе означает Площадь памяти Ша́хов).

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

«Йӑкӑнат ятлӑ мар эпӗ, Тихӑн ятлӑ, — тет.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Атте аннене: «Ывӑл ҫуралсан Сетнер ятлӑ хур, хӗр ҫуралсан — Нарспи», — тесе каласа хӑварнӑ пулнӑ та, эп халь Нарспи ятлӑ авӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Ҫатра Марка пирӗн ял, Туйсар ятлӑ хамӑн ят, Атте-апай ятлах мар, Анчах Урха йысна ман» Тесе хайне пӗлтерет Еркинейпе тухакан.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Манӑн Бикке ятлӑ юлташ пур, тепри тата Майфарвас ятлӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тата Анатоль Франс ятлӑ писатель юмахӗ лекрӗ — «Пчелка и Жорж» ятлӑскер, вӑл та калама ҫук аван.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Энри ятлӑ каччӑпа пӗрне пӗри юратса мӑшӑрланнӑ, вӗсен Ҫтаппан ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ, сӑнӗпе амӑшне пӑхнӑ тет.

Полюбила парня Андрея, завели они семью, родился Степан – мальчик красивый, как мать.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Тӗп Чӑваш Пайӗн (Наркамнац ҫумӗнче) «Канаш» ятлӑ хаҫат тухать, 5-мӗш Ҫар (политпайӗ) «Чухӑнсен сасси» ятлӑ хаҫат кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Атте Кайӑк ятлӑ хурасшӑн пулнӑ та, анчах анне килӗшмен: «Тӑхтамасӑр, васкаса ҫуралчӗ, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихҫан хыпаланмалла ан пултӑр — Тӑхти ятлӑ хурар», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах ку Аля ятлӑ, лешӗ — Новелла. Ку — хурӑн-варсем, лешӗ — анаткассем. Кашни ялтах пӗр ятлӑ хӗр вуншар пулма пултарать. Новелла…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эс хушнипе унӑнне кӑкӑрне касса илнӗ тет, ывӑлне, ман мӑнука, ирӗксӗр тӗне кӗртнӗ тет, халь вӑл Утямӑш ятлӑ мар, Александр ятлӑ тесе ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех