Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятли сăмах пирĕн базăра пур.
ятли (тĕпĕ: ятли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1930 ҫулта Ошьяра Сталин ятлӑ колхоз йӗркеленнӗ, 1951 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче вӑл пысӑкланнӑ (Сталин ятли, «Заветы Ильича», «Первомайка» тата «Фронтовик» ял хуҫалӑх эртелӗсем пӗрлешнӗ), 1961 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче колхоз Ильич ятлӑ пулса тӑнӑ.

В 1930 году в Ошье был создан колхоз им. Сталина, укрупненный 1 марта 1951 года (слились сельхозартели им. Сталина, «Заветы Ильича», «Первомайка» и «Фронтовик»), 10 февраля 1961 года переименован в колхоз им. Ильича.

Ошья // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 1%8C%D1%8F

Ҫавсен ачисем Чӗкеҫ, Пӑрчкан, Курак, Кайӑк ятлӑччӗ, Ятсӑр ятли те пурччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чи малтанхи кӳлепесене XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче вырнаҫтарнӑ, хальтерехрисене — XX ӗмӗр вӗҫӗнче (ҫав шутра Джузеппе Пенонен «Arbre des voyelles» ятли те пур).

Первые скульптуры были установлены в конце XVIII века, последние — в конце XX века (в том числе так называемое «Дерево гласных» Джузеппе Пеноне).

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Мӗн-мӗн ятли ҫук-ши кунта?

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗри, ав, Амеба ятли

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян черетлӗ хула ҫинчен — Кубер-Педи ятли ҫинчен — каласа парасшӑн.

Сегодня я хочу рассказать об очередном городе — под названием Кубер-Педи.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Укахви ятли тачкӑна ярса илет те хӑма тӑрӑх кустарса каять.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗри вара, Шӑмаш ятли, сӑртсемшӗн ытла та тунсӑхланӑ.

Один из них, звали его Шумаш, особенно скучал по горам.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Унӑн пилӗк ывӑлтан тӑваттӑшӗ иртнӗ вӑрҫӑра вилнӗ, пӗри, Родион ятли, Матросов пек дзот амбразурине хӑйӗн кӑкрипе хупланӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Атӑл ҫинче чӑвашсем — миллион ҫурӑллӑ авалхи халӑх — пурӑнни ҫинчен, вӗсен республикин тӗп хули Шупашкар ятли ҫинчен пӗрремӗш хут эпӗ шкулта вӗреннӗ чух илтнӗччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Пӳртре тата килхушшинче пӗр ӑстрӑм ӗрлешсе-ҫуйхашса, айӑн-ҫийӗн тустарса елпӗннӗ, ывӑнса пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ҫулхи ачасенчен пӗри, Маня ятли, вӗттӗн-вӗттӗн хашкаса, тин ҫеҫ хуранта пиҫнӗ вӗтӗ паранкӑ пек «ҫинҫе те кӗске пӑс кантрисем вӗлтӗр-вӗлтӗр явкаласа», кӑмӑлӗпе шалтан шарт хуҫӑлчӗ:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Паллаш, Микола, ку — Сима, кӗҫ кӑна ҫак тарӑн кӳлӗри пулӑсен апачӗ пулайман вутӑш, — кулса ячӗ Тимоша ятли.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗрремӗш ачипе иккӗмӗш ачи, Витюк ятли, хушшинче — вунӑ ҫул.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Ну, ну, эсир хурчкасем пек тӳрех хӗрсем ҫине ан тӑрӑнӑр, ҫакӑн пек хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче, пурте юратса пӑрахсан, ӗҫлекенсем те юлмӗҫ, — йӑл та ял тутарса хӗрсем ҫине чеен пӑхса ҫаврӑнчӗ Толя ятли, стройккӑра каменщикра ӗҫлекенскер.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Виҫҫӗмӗшӗ, Макар ятли, вӑтӑртан иртнӗ пулин те, пуринчен те кансӗртереххи, ачаран та ача».

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуҫа кайсан, пӗр ҫамрӑк тутарӗ, Сабир ятли, сиксе тӑчӗ те: — Ну, хӑшӗ халь манпа кӗрешме тухать. Тавай тытӑҫса пӑхар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асли, Кӗркке, ав хӑйӗн Мамич-Бердейне кӗтет, вӑталӑххи, Эсеппе ятли, карт ывӑлӗшӗн тунсӑхлать.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Каланине итле, Шараф, ман сӑмахран ан тух! — терӗ Ахмедзян ятли.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асли, Юнус ятли, Арскра ҫурт лартнӑ та ачисемпе арӑмӗсене те кунтах илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗри — Хветле — тӑваттӑра, кӗҫӗнни, Мархва ятли, иккӗре.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех