Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ясаррӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Работницӑсем ун ҫине пӑхса кӑмӑллӑн кулкаланӑ, Яков, куҫӗсене ясаррӑн хӗссе, вӗсемпе ӑшшӑн калаҫнӑ, хӑйне юриех мӑнаҫлӑн тыткалама тӑрӑшнӑ ҫӗртех хӑй ҫамрӑк автан пек хӗрнине пытарма пӗлмесӗр, вӗсем тавра темле хӑяккӑн уткаласа ҫӳренӗ.

Работницы ласково улыбались ему, он ворковал с ними, прищуриваясь сладостно, и ходил около них как-то боком, не умея скрыть под напускной солидностью задор молодого петуха.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Тем-ха курӑнмастӑн эс, тӑванӑм, — чарса хунӑ чакӑр куҫ хӳрипе Дарья ҫине ясаррӑн пӑха-пӑха илсе, сӑмахӗсене килӗшӳллӗ хулӑн сасӑпа тӑсарах каларӗ те Фомин, мӑйӑхне мӑнкӑмӑллӑн пӗтӗрме пуҫларӗ.

— Ты что-то, односум, и глаз не кажешь, — говорил Фомин протяжно, приятным баском, искоса поглядывая на Дарью широко поставленными голубыми глазами женолюба, и с достоинством закручивал ус.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темӗнччен ыйтса тӗпчет вӑл Аксинйӑран унӑн ӗлӗкхи пурнӑҫӗ ҫинчен, ашшӗнни пекех хулӑн сассине вылянтарать, ҫӑлкуҫӗнчи шыв пек ҫутӑ куҫӗсемпе ясаррӑн пӑхса ларать.

Он подолгу расспрашивал Аксинью про ее прежнее житье, играл низкими нотками такого же, как и у отца, голоса, похабничал светлыми, как родниковая вода, глазами.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех