Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярмаркине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елчӗк ярмаркине чӳлмек сутма кайсан (унтанпа ҫирӗм ҫул та иртрӗ ӗнтӗ) Тимуш ҫумне Пӑрӑнтӑк енчи чӑваш ҫыпӑҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ах, манӑн шуракӑшӑм, вырсарникун ҫитсен сана хамӑн «Жигулипе» Ҫӗрпӳ ярмаркине илсе кайӑп, Ҫавал хӗрринче сӳре-ҫӳре канӑпӑр, чечек кӑшӑлӗ те ҫыхӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Ярмаркине уҫман, ярмарка ҫук, вӗсем мана ярмаркӑна илсе килеҫҫӗ!

Ярмарка не открыта, нету ярмарки, а они меня на ярмарку!

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Петр унпа пӗрле пуҫласа Чулхула ярмаркине кайсан, пӗтӗм Российӑри суту-илӳ калама ҫук вӑйлӑ пулнинчен тӗлӗнсе, арӑмӗнчен: — Епле кунта, э? — тесе ыйтнӑ, арӑмӗ ӑна: — Питӗ лайӑх. Темӗн те пур тата пурте пирӗн патринчен йӳнӗрех, — тенӗ.

Когда Пётр впервые посетил с ней нижегородскую ярмарку и, поражённый гигантским размахом всероссийского торжища, спросил жену: — Каково, а? — Очень хорошо, — ответила она. — Всего много, и всё дешевле, чем у нас.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Чӑнах та, вӑл харсӑр шӑллӗ хӑй ҫине яланах ӗҫӗн чи ҫӑмӑл пайне илнине курчӗ: Алексей Чулхула ярмаркине ҫӳрет, ҫулталӑкра пӗр-икӗ хут Мускава кайса килет, унтан таврӑнсан столицӑри промышленниксем мӗн тери ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен шавлӑн каласа кӑтартать.

Хотя видел, что бойкий брат взял на себя наиболее лёгкую часть дела: он ездил на нижегородскую ярмарку, раза два в год бывал в Москве и, возвращаясь оттуда, шумно рассказывал сказки о том, как преуспевают столичные промышленники.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех