Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яраймӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тӑвас тетӗн, вӗсем халь ӗҫ хыҫҫӑн канаҫҫӗ, канакан ҫамрӑклӑхран юратӑва уйӑрса яраймӑн ҫав…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пуҫ ҫурӑлас пек шухӑшласан та, пушӑ вакунсем тупса, халӑха пӗр харӑс тухӑҫалла лартса яраймӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла ҫав, вӑл пур чухне чӗлхене ытла ирӗке яраймӑн: ун умӗнче каланӑ кашни сӑмах патша хӑлхипе кӗме пултарать.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвалаймӑн Ӑспа пӗрле вӑл вырнаҫсан; Вӑл йывӑҫ мар-ҫке — савалаймӑн, Ҫуса яраймӑн ҫыпӑҫсан.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Перопа ҫырнине вара пуртӑпа та хырса пӑрахаймӑн, шывпа та суса яраймӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унсӑрӑн… чӑвашра пасар нумай, пур ҫӗре те связнойсем яраймӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хулара мар-ҫке, хирӗҫри киле милици сотрудникне хваттере яраймӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну юрӗ, каялла тин яраймӑн ӗнтӗ.

Ну да ладда, теперь не ворочать стать.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унта ӗҫе часах хускатса яраймӑн.

Скорей там дела не сварганишь.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑкӑрсемпе сӗтӗрсе те пӑрса яраймӑн ӑна — тупать!

Быками не своротишь — найдет!

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Калаҫнӑ чухне ӑна нимӗнле ыйту пеккисемпе те арпаштарса яраймӑн.

Он ведет разговор, и никакими вопросиками его не собьешь.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ята ҫӗртекен паллӑна ҫуса яраймӑн, унпах ҫӳрӗн.

Пятно не смоешь, так и будешь ходить с ним.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫук, Лашаҫӑм, мана хӑямата яраймӑн, — ӑна силлесе вӑрҫрӗ Кондрин.

— Нет, Лошадка, меня к черту не пошлешь, — шипел Кондрин, теребя его.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Киле хӑваласан та яраймӑн.

— Не прогонишь домой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Пӗтӗм Российӑна каторгӑна хӑваласа яраймӑн, — персе ячӗ Левицкий.

— Всю Россию на каторгу не угонишь, — вырвалось у Левицкого.

Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Том старике ытлах хака яраймӑн, анчах ытти тӑваттӑшӗ — ҫирӗп каччӑсем, вӗсемшӗн Казонде пасарӗнче лайӑх хак парӗҫ.

 — За старика Тома, пожалуй, много не выручишь, но остальные четверо — крепкие молодцы, и на рынке в Казонде за них дадут хорошую цену.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Атту хуйхӑ пусса илӗ те, ниепле те сирсе яраймӑн.

А то насядет горе, и не сбросишь его никак.

50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӗсене пӗтӗмпех ҫуллӑ сӑрпа ҫырнӑ, сасартӑках ҫуса та яраймӑн.

Они начертаны масляной краской на стенах домов, на заборах, и их сразу не смоешь.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Часовой хӗрсене списокра паллӑ турӗ те кӗртсе ячӗ, унтан ачасем еннелле ҫаврӑнса, мана пӑтратса яраймӑн тесе, пысӑк пӗлтерӗшлӗн пуҫне сулса илчӗ.

Часовой отметил девушек в списке и пропустил их, а потом оглянулся на мальчиков и многозначительно кивнул: дескать, меня не собьешь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах эсӗ, Смирнова, тархасшӑн, ан иккӗлен: эпир аттепе Дубининсем, пире хут ҫинчен резинкӑпа сӑтӑрса яраймӑн.

Только ты, пожалуйста, не сомневайся, Смирнова, мы с отцом — Дубинины, нас так, резинкой, не сотрешь!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех