Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япшар сăмах пирĕн базăра пур.
япшар (тĕпĕ: япшар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӑх-ха ӑна, ӑҫта вӗреннӗ вӑл ҫапла калаҫма. Япшар, япшар. Ку чӗлхепе вӑл такама та ҫавӑрӗ…» — шухӑшларӗ Тарье.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн каламаллине шухӑшласа хунӑ Карл Иваныч аллине хутсем тытса кабинета кӗрсен, пирӗн ҫуртри тӗрӗсмарлӑхсене пула хӑйне мӗн-мӗн тӳссе ирттерме лекнисене аттене япшар чӗлхепе йӑлтах каласа пама шутланӑ; анчах вӑл пире каласа ҫыртарнӑ чухнехи пекех чуна пырса тивекен сасӑпа тата кӑмӑла ҫӗклекен интонаципе калаҫма пуҫласан, унӑн япшар чӗлхи ытларах ӑна хӑйне хумхантарса янӑ; ҫапла вара вӑл «ачасенчен уйрӑласси мӗн тери йывӑр пулсан та тени патне ҫитсен, пӑтранса кайнӑ, сасси чӗтреме пуҫланӑ, ӑна кӗсйинчен тӑваткал-тӑваткаллӑ тутӑр кӑларма тивнӗ.

Войдя в кабинет с записками в руке и с приготовленной речью в голове, он намеревался красноречиво изложить перед папа все несправедливости, претерпенные им в нашем доме; но когда он начал говорить тем же трогательным голосом и с теми же чувствительными интонациями, с которыми он обыкновенно диктовал нам, его красноречие подействовало сильнее всего на него самого; так что, дойдя до того места, в котором он говорил: «как ни грустно мне будет расстаться с детьми», он совсем сбился, голос его задрожал, и он принужден был достать из кармана клетчатый платок.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗринчен тепри сатур, япшар.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Чӗлхе-ҫӑвар япшар пулсан, хаяр редактор та ҫул парать.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Чӗлхӳ-ҫӑвару япшар сан.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Чӗлхӳ яланхи пекех япшар ваҫка, — тиркешрӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хайхискерсем шкальккӑсене чӑнкки тусах ҫавӑрса хучӗҫ те, ырӑ сӑмах чӗрешӗн, ырӑ апат хырӑмшӑн, текелесе, япшар шӳтлекелесе (шӳт туса ҫисен ахаль шӳрпе те тутлӑ, теҫҫӗ) пуҫларӗҫ яшкана ҫавӑрттарма.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Чӗлхе-ҫӑвар япшар пулсан курайман ҫын та ҫул парать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пуҫларӗ вара ҫакскер укҫа-тенке шултӑрка тытакансене, апат-ҫимӗҫре тиркевлисене, хаклӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнса япшар ҫӳрекенсене, киносемпе театрсен куравҫисене, хаҫат-журнал ҫырӑнакансене чӑкрашса хаяр пӑрӑҫ хыптарма, йӗплӗ хулӑпа ӗселеме, вӗри тип мунчара имретме, мӑка пӑчкӑпа сӗрме…

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Альберт пуса каччи пек япшар тумланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Шкул хапхи умӗнче ҫамрӑксем пӗтӗҫрӗҫ те пӗр-пӗрне сывпуллашу каҫӗнче мӗн каламасӑр юлнине юркаларӗҫ, сӑмах айне пулнӑ сӑмахӗсене «сӑмах пачӗҫ», тӑрламасӑр юлнӑ кӑтӑкла шӳчӗсене тӑрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хӑйӗн адресӗпе ылмашӑнчӗ, япшар чӗлхеллисем пӗр-пӗрне яланах асра тытса пурӑнма, «ҫавра» датӑсенче каллех пухӑнса уявлама чӗнсе тӗрӗлтетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тухӑҫран хальхаҫҫӑн ҫеҫ ҫӗкленнӗ хӗвелӗн япшар сӑн-питӗнче амӑш ытамӗнчи кӑкӑр ачи кулли пек нар вылять.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Япшар тус якатать, юлашки пуса йӑкӑртать тесе, ахаль каламасть ҫав пирӗн халӑх.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Япшар ҫын алли шап-шар.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Анчах чуна хытӑрах ыраттармалли кайран тупӑнчӗ: сеанс пуҫлансан, Акчуровпа Нагасова юнашар ларчӗҫ; япшар чӗлхеллӗ каччӑ ун ҫумнерех ларма тӑрӑшрӗ; хаваслӑ Аля ӑна хӑй ҫумӗнчен сирсе ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗнӗ кӗрекеҫӗ вара питӗ япшар чӗлхеллӗ те вашават пулчӗ, вӑл хӗрсене пурне те ӳсӗртсех ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр чухне шукӑль тӑхӑннӑ япшар чӗлхеллӗ хусахсем куҫа-куҫӑн тӑрса калаҫма, пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшнӑ, анчах Тарье пӗрне те хӑй ҫывӑхне яман.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чипер те курӑмлӑ, япшар чӗлхеллӗ те йӑпӑлти йӗкӗте чунтанах юратнӑ пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темскер, ытла япшар калаҫать ун савнийӗ, хӑрушӑ сӑмахсемпе питленӗ хыҫҫӑн ытла час килӗшрӗ ун арӑмӗ пулма, нуратдина мӗнле те пулин майпа улталасшӑн мар-и вӑл?

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Япшар чӗлхеллӗскер, нумайччен, хитре калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех