Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир пӗлтӗр икӗ СПИК 2.0 шайӗнче производство ӗҫ-хӗлне хута янӑшӑн савӑнтӑмӑр.

Мы порадовались в прошлом году началу производственной деятельности в рамках обоих СПИК 2.0.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хаяр арҫын хӑйне тем тӑвассинчен хӑраса мар, амӑшӗ сутма парса янӑ панулмисене сая янӑшӑн пӑшӑрханса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Чӑваш халӑхӗ ҫав киремет йывӑҫҫине касса янӑшӑн пӗтет, тет.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шеллетӗп эпӗ сирӗн пек илемлӗ тата ватӑ та мар ҫын ӑна шыраса вӑхӑт сая янӑшӑн

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Унтрей хӑйне чунӗ уҫӑлмалӑх ӗҫтерсе янӑшӑн тав туса тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ара, Килтеше ҫунтарса янӑшӑн эпӗ айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсен ялне ҫӗмӗрсе-ҫунтарса янӑшӑн, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене, ачи-пӑчисене, арӑмӗсемпе йӑмӑкӗсене вӗлерсе пӗтернӗшӗн вӗсене ирҫе ҫыннисем ҫапла тискеррӗн тавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун ҫинчен шухӑшласа, Укаслу ырӑ кӑмӑллӑ Алюнова унпа пӗрле хусахсене янӑшӑн темиҫе хутчен те тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Айӑп ан ту, Укаслу хӗрӗм, иртнинче ҫапла хӑваласа янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑсатса янӑшӑн кӳренмерӗн пулӗ те?

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Елчӗк районӗнчи 41 ҫулти арҫынна амӑшӗн ҫуртне чӗртсе янӑшӑн суд тӑвӗҫ.

41-летнего мужчину из Яльчикского района будет судить за поджог дома матери.

Эрех илме укҫа паманшӑн ывӑлӗ амӑшӗн ҫуртне чӗртсе янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34193.html

Вӑхӑта ахаль сая янӑшӑн хашлатса сывлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хӗрне ытла ачашлантарса янӑшӑн кӗрӳшӗпе хӑтине ӳпкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ кӑларса янӑшӑн мар, кунта илсе килнӗшӗн тав тӑвӑн-ха.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иванпа иксӗмӗре шанса янӑшӑн тавах сире, — терӗ те Сергей, хӗвӗнчи наганне кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйне чӗнсе янӑшӑн, ҫапла ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн Усеин-Сеитпа Мамич-Бердее тав турӗ вӑл, ыттисене ырӑ сӑмахсем нумай каларӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн сулӑ мар, ыттисен, анчах Шӗшлӗ ҫав икӗ сулла юхтарса янӑшӑн пур ӗҫлекенсене те ӗҫленӗшӗн нимӗн те памастӑп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вырӑс-паттӑр ӑна хӑваласа янӑшӑн савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хирӗҫ хӑйне ҫутӑлтарса янӑшӑн хуҫа арӑмӗ ятласа тӑкрӗ тет пӗррехинче.

А когда получал сдачи, мамаша яростно бросалась на его защиту:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тавах сана мана ҫапла савӑнтарса кӑларса янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех