Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаплине ҫапла пулӗ те-ха, хӑв хушса янипе паян ҫӗнӗ хутсем илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Генрих Тинӗсҫӳревҫи пуҫарса янипе утрава уҫни Аслӑ географи открытийӗсем вӑхӑтӗнчи чи малтан тупнӑ ҫӗрсенчен пӗри шутланать.

Открытие острова, инициированное Генрихом Мореплавателем, считается одним из первых открытий века Великих географических открытий.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Сасартӑк йытӑ вӗрсе янипе вӑл пӳрт еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ы-ы-ш-ш-ш! — хыттӑн кӑшкӑрса янипе вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен ҫӗртен йытӑ вӗрсе янипе, ҫула картласа хунипе лешсем ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа кӗпер пуҫӗнчен тӳрех шыва чӑмрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вара вӑл та шӑпланчӗ, йӗрсе янипе чӗлхи пӳлӗнчӗ…

И тут он тоже замолчал, потому что заплакал…

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мотоциклпа пыраканскер руле ҫултан айккинелле пӑрса янипе ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Он ехал на мотоцикле и перевернулся, когда повернул руль в сторону с дороги.

Правасӑр яш инкеке лекнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35626.html

Ҫӗнӗ шухӑш хавхалантарса янипе вӑл диван ҫинчен сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫӗр варринче электричество лампочки ялтӑр ҫутса янипе вӑранса кайрӗ ача.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӑван хуҫалӑх янипе Горькинчи автозаводра, Улатӑр районӗнчи Кирере, Свердловск облаҫӗнче вӑрман каснӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

— Тепӗр куннех, — калаҫа пуҫларӗ Улатӑртан килни, — вӑл чухӑ янипе эсӗ хӑв вырӑнна хӑварнӑ капралсене ҫакса вӗлерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ Урха вӑрттӑн хушса янипе Киле эпӗ таврӑнтӑм утсӑрах ҫуран, Лаша вилчӗ ҫул ҫинче выҫнипе, Хам та, куратӑр, аран-аран…

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак вӑл, шӑрчӑк, савӑнӑҫ «пружини тапса янипе», тринк! аяккалла сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ирхине, сарайри кашта ҫинче Петюк ятлӑ ирхи шурӑмпуҫ кайӑкӗ шарлаттарса янипе мӑштӑр вӑранса кайсан, Павӑл тенкел ҫинче хут татки выртнине асӑрхарӗ, ун ҫине тем паллӑ алӑпа — Лена аллипе кукӑртса, «хуҫкаласа» шӑрҫалани те тӳрех паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хура кӗр пуҫламӑшӗнче, колхозри ӗҫсем пӗтӗмӗшле вӗҫленсен (ҫав кунсенче ҫынсем Совет Союзӗнче Ҫӗрӗн искусственнӑй ҫаврӑнташне космоса вӗҫтерсе янипе кӑмӑлӗсене вӗҫтерсе, ҫӗршыври наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсемшӗн Ҫӗнтерӳ кунӗнчи савӑнӑҫлах савӑнса, хавхаллӑ сӑмах «утьӑкка сиктеркелесе» ҫӳретчӗҫ, нумайӑшӗ самантӑн-самантӑн таса пӗлӗтелле, тӗнче уҫлӑхнелле, тӗшмӗртсе тимлесе, ҫав тӗлӗнтермӗш япалана «куҫ картине хупасшӑн», унӑн вӗҫев ҫулне йӗрлесе тупасшӑн ӑшталанатчӗҫ), Ула Тимӗр, укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ҫирӗпреххӗн «ураланас», «тӗкӗсене тӗреклетес» тесе, килтен тухса кайрӗ те Атӑл леш енче, йӑлӑмра, вырнаҫнӑ леспромхоза ӗҫе кӗрӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ватӑ енне сулӑннӑ ҫын ҫапла пӗчӗк ача пек хаваслӑн та уҫҫӑн кулса янипе Ванюка пӳлӗм стенисем те ҫуталса кайнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Класри юлташӗсем ахӑлтатса кулса янипе ачан шухӑшӗсем самантрах сирӗлчӗҫ.

Раздавшийся в классе смех вывел парня из задумчивости.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл тӳсеймен енне ӳсӗрсе янипе: — Кам этемми ывӑлӗ-хӗрӗ килчӗ ҫавӑнта? — хӑрӑлтатнӑ сасӑ илтӗнчӗ кӑмака умӗнче.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку сӑмахсем ҫуни-ҫунми тӗлкӗшсе выртакан ӑвӑ чӑмаккине вӗрсе ҫӗнӗрен амалантарса янипе пӗрех пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи ҫӗр-шыва ҫухатни Хусаншӑн картишӗнчи чи сӗтлӗ ӗнене кӑларса янипе пӗрех пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех