Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн ҫарӗн юлашкийӗсемпе Наполеон Березина патне васканӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ку крепость хӑйӗн ҫӗр купаласа тунӑ ҫӗмрӗк хӳтӗлӗхпе тата ванчӑк стена юлашкийӗсемпе Днестр шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринченех курӑнать.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Акӑ ӗнтӗ Фома, хыҫалалла туртса ҫыхнӑ алӑллӑскер, вараланчӑк савӑт-сапасемпе, ӗҫкӗ-ҫикӗ юлашкийӗсемпе тиенӗ сӗтел хушшинче пӗчченех ларса юлнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир ӑна питех те юрататтӑмӑр, унпа выляттӑмӑр, хамӑра хысна укҫипе ҫитерекен апат юлашкийӗсемпе ӑна тӑрантараттӑмӑр.Мы её очень любили, играли с ней и кормили её остатками от казенного обеда.
Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Путивль хулине аркатса тӑкнӑ тӑшман гарнизонӗсен юлашкийӗсемпе «полицайсем» тата старостӑсемпе Спадщан вӑрманӗнче вутӑ касса пурӑннӑ салтаксем пуҫтарӑнма тытӑнсанах, хулара калама ҫук асар-писер паника пуҫланса кайнӑ.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак чӗтренекен кӑвакрах тӗтре пулман пулсан, пӗтӗм ҫӗршыв — окопсем чавса тултарнӑ анлӑ ӑшӑ уйсем те, ҫунса кӗл пулнӑ ялсем те, ишӗлтерсе аркатнӑ хуласем те, ҫуннӑ машинӑсен юлашкийӗсемпе тулса ларнӑ ҫулсем те — йӑлтах вӗсем умне ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек тухса тӑрассӑн туйӑнать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Капитализм юлашкийӗсемпе тата буржуалла суту-илӳ тӗлӗшӗпе эсӗ асӑрханарах калаҫ!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӑрахса хӑварнӑ, анчах халлӗхе йышӑнман кил хушшисем тӑрӑх юпасем шыраса, вӑл пилӗк куна яхӑнах ҫӳрерӗ; тупрӗ те татӑлнӑ провод юлашкийӗсемпе пӗрле ӑна ҫӗр айӗнчен чавса кӑларчӗ, Леночкӑпа тата кӳршӗри тепӗр икӗ хӗрарӑмпа пӗрле хӑй патне сӗтӗрсе пычӗ, вӗсене лартма шӑтӑксем те чавса хатӗрлерӗ, анчах хӑй вӗсене вырнаҫтарса лартма пултараймарӗ, кайран вара, хӑйне вӑрра тытасран хӑраса, юпасене — ҫын курасран — тӑпрапа витсе хума шутласа кӑларичченех сӑхсӑхрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хурҫӑ-тимӗр чӗркелесе-таткаласа пӗтернӗ шыв кӑкӑрӗ ҫинче, ҫуллӑ нефть тумламӗсемпе вараланнӑ, турпас-ҫункавсемпе, улӑмпа, апат-ҫимӗҫ юлашкийӗсемпе ҫӳпӗленнӗ шыв кӑкӑрӗ ҫинче — кирек ӑҫта та — куҫа курӑнма Усал хӑйӗн усал ӗҫне тӑвать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫавӑнтах вара командирсӑр юлнӑ тепӗр танк ҫине куҫса ларнӑ та, танковӑй дивизин юлашкийӗсемпе пӗрле, Минск патнелле чакса килекен ҫарсене хӳтӗлесе пынӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1