Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлатех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмлӑх юлатех.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл уйрӑмлӑх пӗчӗк кӑна, хут хулӑнӑш ҫеҫ, анчах та юлатех.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Куҫ хӑрать те, ура утать, ура утсан, ҫул юлатех

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Никам юлмасан та амӑшӗ юлатех.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Петропавловскӑри поручикӑн сӑввисем начарччӗ, начар сӑвӑсем асра та юлмаҫҫӗ-ҫке: сӑвӑ лайӑххи-начаррине ҫавӑнтанах пӗлме пулать, лайӑх сӑвӑ пуҫа юлатех.

Стихи петропавловского поручика были плохи, а плохие стихи не запоминаются: в этом лучшее испытанье стиха, потому что хороший — сразу ложится в память.

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Юлатех!

— Обязательно останется!

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тем пек хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл чухне те Шампа ман карап ҫинчен пӗр шикленмесӗр сиксе юлатех.

Паразит даже в самые сильные штормы смело выпрыгивал за борт.

«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

— Пӗлетӗр-и эсир, батарея командирӗ пулса ӗҫленӗ чух сирӗн ӗҫӗрсене ӑнӑҫлӑ туса пырсан, мирлӗ вӑхӑтра 500 тенкӗ юлатех ӗнтӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче — ҫич-сакӑр пин, ку вара лашасенчен кӑна.

— Вы знаете ли, что когда вы командуете батареей, то у вас, ежели хорошо ведете дела, непременно остается в мирное время 500 рублей, в военное — тысяч 7, 8, и от одних лошадей.

19 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Мӗн те пулин юлатех», — тесе шухӑшларӗ вӑл…

Что-то останется…

XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Мороженӑй ҫапах та канфет мар — йӳнӗрех, укҫа шкул буфетӗнче кӑшт-кашт апатланмалӑх юлатех.

Мороженое — не конфеты, и у меня оставались деньги, чтобы хоть немного перекусить в школьном буфете.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах кукӑль те юлатех: кумсене варени вырӑнне лартса пама пулать, ҫапах тӑкак мар вӗт, перекет.

Но все же останется и пирог: можно будет кумам подать вместо варенья, все же не в убыток, а в сбереженье.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Тислӗкӗ юхса кайӗ ҫав, анчах йывӑртараххи — тӑрӑлса юлатех, — хирӗҫлерӗ ӑна Демка Ушаков.

— Навоз уплывет, а что потяжельше — останется, — возражал ему Демка Ушаков.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каярахпа Илья Ильич тӗнче — ӑнланмалла япала иккенне, вилесем шӑтӑксенчен тухманнине, улӑпсем курӑнсанах вӗсене балагансене хупса хунине, вӑрӑ-хурахсене тӗрмене лартнине хӑех курать; анчах усал мӗлкесене ӗненни пӗтсен те, шиклӗх юлашкийӗ, ӑнланса илмелле мар кичемлӗх, чӗрере юлатех.

Илья Ильич и увидит после, что просто устроен мир, что не встают мертвецы из могил, что великанов, как только они заведутся, тотчас сажают в балаган, и разбойников — в тюрьму; но если пропадает самая вера в призраки, то остается какой-то осадок страха и безотчетной тоски.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех