Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юбкӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн юрату ҫыннине кӗтсе тӑнӑ май — ҫул урлӑ каҫакан кашни юбкӑна пӑха-пӑха ӑсатать, йывӑҫ юпана туйипе чӑтӑмсӑррӑн ҫапкалать.

В ожидании предмета своей любви он провожал глазами каждую юбку, семенившую поперек улицы, и нетерпеливо колотил тросточкой о деревянную тумбу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

 — Юбкӑна эпӗ халиччен те ырласах кайман, — тет малалла Саша Трубка.

Я и до этого косо на юбку смотрела…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Агриппина, малтанхи пекех халччен курман хаваслӑхпа пыраканскер, урисене ыткӑнтарса, Марья панӑ тӑвӑр юбкӑна карӑнтарчӗ те, ҫатан урлӑ сиксе, казак кил-ҫурчӗ хыҫне — анкартине — кӗрсе тӑчӗ.

Агриппина рванула ногами узкую марьину юбку и, гонимая все тем же небывалым восторгом, перепрыгнула на зады казачьего двора — на гумно.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Мӗн, манӑн юбкӑна хывмалла-им!

— Что ж, я юбку сниму, что ли?

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кэмби ывӑлӗсем тухса кайсан, ачасем йытӑ ҫинчи шлепкепе юбкӑна хывса илчӗҫ те, ним тума пӗлмен пирки хытах хурланса, шухӑша кайрӗҫ.

Когда сыновья Кэмби ушли, мальчики сняли с собаки шляпу и юбку и горестно задумались, не зная, что же им делать.

Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Акӑ юбкӑна эпӗ ҫапах та шашулккӑра ҫаклатса ҫуртӑм…

А вот юбку я все-таки о щеколду разодрала…

Тӑванӗ мӗн чухлӗ унӑн! // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Чатӑра каяп пулать те хам юратман юбкӑна тӑхӑнӑп-и? — кӗҫӗн алӑкран тухнӑ май чарӑнми пекӗлтетет хӗпӗрчӗк Ленук.

— Раз уж в театр собралась, неужели надену юбку, которая не нравится? — Ленка так обрадовалась, что болтает без умолку.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

— Тӑхӑн, чунӑм, ман кӑвак юбкӑна.

— Надевай, милая, мою синюю юбку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, лампине пӗрех ывӑтса ячӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илчӗ, хӗҫӗн аврине пӳрнисем кӑвакарса кайиччен чӑмӑртаса тытрӗ, унтан Аксинья манса хӑварнӑ сарӑ чечеклӗ кӑвак юбкӑна хӗҫ вӗҫӗпе ҫӗклесе ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл ҫӗре ӳкме ӗлкӗриччен хӗҫе сулса ярса, ӑна вӑта варринчен касса татрӗ.

Швырком кинул лампу, не отдавая себе ясного отчета в том, что делает, рванул со стены шашку, сжал эфес до черных отеков в пальцах, — подняв на конце шашки голубенькую, в палевых цветочках, позабытую Аксиньину кофтенку, подкинул ее кверху и на лету, коротким взмахом, разрубил пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юбкӑна ансӑрлатма та ӗлкӗрейместӗп, кунран-кун сарӑлсах пырать.

Не успеваю юбку ушивать — что ни день, то шире становится…

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вара ӳпкеленӗн пуҫне сулкаласа илчӗ:— Ҫиелти юбкӑна тӑхӑнасчӗ хуть…

И укоризненно покачал головой: — Хоть бы верхнюю юбчонку накинула…

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ман юбкӑна тӑхӑн, эпӗ — сан шалаварна.

— Наденешь мою юбку, а я — твои штаны.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ хӑвӑн пиншакна та пулин сарса хурсамччӗ, унсӑрӑн эпӗ юбкӑна вараласран хӑратӑп.

— Ты бы пинжак свой постелил, а то я боюсь юбку вымазать.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑхтӑр-ха, эпӗ, тен, ку юбкӑна илместӗп те пулӗ-ха…

Погодите, я, может, ишо не возьму эту юбку…

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗт шӑрҫапа темӗн те хитрелетме пулать: кӗпене, юбкӑна, кофтӑна, перчеткепе алсише.

С бисером украсить можно все, что угодно: платье, юбку, кофту, перчатки и варежки.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех