Шырав
Шырав ĕçĕ:
этӗмӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Страницăсем:
- 1