Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этемлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
этемлӗх (тĕпĕ: этемлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нок Гартмана, Шопенгауэра, Ницшене канӑҫсӑрлантарчӗ, йӑвашланнӑ Геллие ҫур сехет хушши этемлӗх малашлӑхӗ вӑл, этемлӗх, юлашкинчен юратӑва ылханмасан мӗнле килсе тухасса сивлек сӑрӑсемпе ӳкерсе кӑтартрӗ.

Нок потревожил Гартмана, Шопенгауэра, Ницше и в продолжение получаса рисовал перед присмиревшей Гелли мрачность картины будущего человечества, если оно, наконец, не предаст проклятью любовь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Эпир арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ пуррине куратпӑр, мӗнпур этемлӗх е этемлӗхӗн ытларах пайӗ арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑнать, нумайӑшӗ пӗр ултавсӑр та нумайччен мӑшӑрлӑ пурӑнаҫҫӗ.

Мы видим, что супружества существуют, что все человечество или большинство его живет брачной жизнью и многие честно проживают продолжительную брачную жизнь.

II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

1947 ҫулта утрав ҫинче этемлӗх кун-ҫулӗнчи чи хӑватлӑ ядерлӑ мар сирпӗнӳ пулса иртнӗ (1985 ҫулта рекорда Minor Scale экспериментра ҫӗнетнӗ).

В 1947 году на острове был произведен самый мощный неядерный взрыв в истории человечества (в 1985 году рекорд был побит в эксперименте Minor Scale).

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Мускав вӑл — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче этемлӗх ку таранччен шыраса тупнӑ чи тӗрӗс те таса вырӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Совет халӑхӗсем, вӑйне, пурлӑхне хӗрхенмесӗр, миллионшар ҫынсен пурнӑҫне парса, этемлӗх тӑшманне — фашизма аркатса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл — XX ӗмӗрӗн Коммунистла манифесчӗ — Ҫӗр ҫинче этемлӗх ӗмӗртен ӗмӗтленсе кӗтнӗ пуриншӗн телейлӗ пурнӑҫ туса ҫитермелли аслӑ Программа.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пире этемлӗх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе юлмалли тапхӑрсемпе кунсене курма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Мӑшкӑла тӳсме йывӑр пулин те, вӑл, этемлӗх мӑнаҫлӑхне пусарсах, Лукарье чӗрине ҫавӑрма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

2000 ҫулта этемлӗх хӑватне аталантару индексӗ 0,855 (ООН аталану программи пӗлтерни) кӑтартупа танлашать.

Индекс развития человеческого потенциала на 2000 год составляет 0,855 (данные: Программа развития ООН).

Рибейран-Прету // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%82%D1%83

Тӗнче, Этемлӗх хӑй те кӑлӑх Пӗр пысӑк тупӑк ӑшӗнче Выртас самант та — чӑнлӑх.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Ун ҫине тиеннӗ хӗрхенӳсӗр асапсем — упӑшки вилни, ачасенчен уйӑрни, выҫлӑх, кӳрентерни, нимӗне пӑхмасӑр ҫак черченкӗ хӗрарӑмра этемлӗх вӑйӗ пӗтмен иккен, вӑл ытларах ҫирӗпленнӗ те йышланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗп-хӗрлӗ куҫҫульлӗ пилеш: — Ан парӑн эс, ИРӖКЛӖХ, пурӑн, Этемлӗх ӑс-тӑнӗ, пӗрлеш!

Куҫарса пулӑш

Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Пӗлетӗп: тӑванлӑх ҫук мар, Анчах та, ах, мӗншӗн этемлӗх Вӑрҫма тытӑнсассӑн хаяр?

Куҫарса пулӑш

Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Вут-ҫулӑма пула этемлӗх космоса вӗҫнӗ.

Благодаря огню человечество проникло в космос.

Вут-ҫулӑм - этемӗн тусӗ тата тӑшманӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... an-3486647

Кӗске вӑхӑтлӑха тӗнчери радиостанцисем чыхӑнса кайса шарлами пулнӑ, тӗлӗннине ирттерсе яма, сывлӑш ҫавӑрса илме, унтан этемлӗх ҫине цивилизацин ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланни ҫинчен калакан нумай-нумай пӗлтерӳсем сапма яланхи пур передачӑсене те чарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ӗҫ енӗпе те, этемлӗх енӗпе те, тес пулать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вулама, шутлама, ҫырма, туслашма, шкулти тата пӗтӗм этемлӗх правилисем тӑрӑх пурӑнма нумай вӑй кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Халӗ, ав, этемлӗх вӗсем патнелле туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Этемлӗх историйӗнче тепӗр страница уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех