Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрехрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тайгара пире эрехрен ытла ҫакна сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑвать Сергей Петрович: оруди наводчикӗ фронтра хӑйне паракан спирта та ӗҫместчӗ, ыттисене сӗнетчӗ, халь эрехрен хӑрами пулнӑ пулас, каҫхине те самаях хӗрнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Эрехрен пулнӑ пулсан — эрех ӗҫтерес.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Майӗпен-майӗпен, тӗксӗмленсе те йӑл кулкаласа вӑл сӑнарлавӗн ҫиҫкӗнчӗк чӑтлӑхне, капӑр сӗмленӳсен вӗтлӗхне — ҫынна эрехрен кая мар ӳсӗрӗлтерекен ҫӗрелле кӗрсе пырать.

Постепенно, хмурясь и улыбаясь, достиг он сияющих дебрей воображения, гущины грез, делающих человека пьяным, не хуже вина.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ хытӑ ҫывӑраттӑм, ыйха эрехрен те ытларах юратнӑ, куракан тӗлӗксене те юрататтӑм.

Спал я крепко, пуще водки любил я спать, — за сны любил.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Нумайӑшсемшӗн ку нимех те пулман, пӑрӑҫланӑ лайӑх эрехрен кӑшт йӳҫӗрех пек ҫеҫ туйӑннӑ; теприсене ҫапла вӗҫӗмсӗр хӗнени йӑлӑхтарса ҫитернӗ, вӗсенчен ҫул пӗлекеннисем тата ҫул ҫинче алла ҫакланманнисем вара Запорожьене тарнӑ.

Многим из них это было вовсе ничего и казалось немного чем крепче хорошей водки с перцем; другим наконец сильно надоедали такие беспрестанные припарки, и они убегали на Запорожье, если умели найти дорогу и если не были перехватываемы на пути.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Эрехрен сыхланас пулать!

— Водочки надо остерегаться!

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эрехрен мӗнрен кая вӑл?

Чем оно хуже вина.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Анчах ку шухӑшсем ӑна эрехрен те вӑйлӑрах ӳсӗртрӗҫ, вӗсене эрехпе ҫеҫ сӳнтерме май пулнӑ.

Но эти думы пьянили его сильнее вина, и только вином можно было погасить их.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Малтанах ку пурнӑҫ ӑна хӑйӗн астарса яракан чарусӑр та намӑссӑр сӑмахӗсемпе тата туйӑмӗсемпе тӗлӗнтерчӗ, — ун ҫинчен вӑл унчченех илтнӗччӗ, анчах куҫпа тата та ытлараххине курчӗ: ку пурнӑҫра пӗтӗмпех ытлашши чарусӑр та ирӗклӗ пулнӑ, пӗтӗм ирсӗрлӗхпе намӑссӑрлӑх йӗрӗнмелле уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ, ҫав намӑссӑрлӑх ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑсем юрланӑ, Зинаидӑпа унӑн юлташ-хӗрӗсем ҫав намӑссӑрлӑха — юрату тенӗ, ҫав намӑссӑрлӑхра темле ҫивӗч, йӳҫӗрех эрехрен те хытӑрах ӳсӗртекен япала пулнӑ.

Вначале эта жизнь, превышая всё, что он слышал о ней, поразила его задорной наготою слов и чувств; всё в ней было развязано, показывалось с вызывающим бесстыдством, об этом бесстыдстве пели и плакали песни, Зинаида и подруги её называли его — любовь, и было в нем что-то острое, горьковатое, опьяняющее сильнее вина.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Пирӗн вара уяв апатне ҫут эрехрен пуҫлаҫҫӗ.

У нас принято начинать праздничный обед с водки.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мӗншӗн-ха эрехрен ҫӑкӑр шӑрши кӗмелле?

Зачем вину пахнуть хлебом?

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эрехрен мӗнле те пулин урӑх шӑршӑ мар, эрех шӑрши кӑна кӗме тивӗҫлӗ пек туйӑнмасть-и сире, господин профессор?

— Вы не находите, господин профессор, что вино обязано пахнуть вином, а не чем-нибудь посторонним?

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Валери часах ҫывӑрса каяймарӗ; унӑн юнӗ хуллен те ӗшенчӗклӗн тапрӗ… хӑй шутланӑ тӑрӑх, леш эрехрен е, тен, Муций каласа панисенчен, вӑл сӗрме купӑс каланинчен…

Валерия не скоро заснула; кровь ее тихо и томно волновалась, и в голове слегка звенело… от странного того вина, как она полагала, а может быть, и от рассказов Муция, от игры его на скрипке…

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Иван Федорович ҫаксене пурне те пӗлсе тӑнипе малтанах икӗ ҫыхӑ клентӗр тата колбаса хатӗрлесе хунӑ; халӗ вӑл, пӗр черкке эрех илсе — эрехрен пӗр постоялӑй двор та татӑк тӑмасть, — тӑм урайне чавса лартнӑ сӗтел хушшине ларчӗ те каҫхи апат тума тытӑнчӗ.

Иван Федорович, зная все это, заблаговременно запасся двумя вязками бубликов и колбасою и, спросивши рюмку водки, в которой не бывает недостатка ни в одном постоялом дворе, начал свой ужин, усевшись на лавке перед дубовым столом, неподвижно вкопанным в глиняный пол.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мӗн пултӑр пире эрехрен те лайӑххи?

— Что для нас сейчас лучше водки?

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эрехрен те лайаххи пур-ха.

Принес и кое-что получше.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫапла, — йӑл кулчӗ старик, — эппин, эрехрен вӑйлӑ йӗкӗт ҫуках иккен?

— То-то я вижу, — улыбался старик, — стало быть, нет молодца сильнее винца!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эс лӑпкани эрехрен те лайӑхрах…

Ласки твои лучше вина…

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн чылайӑшӗ, ытлашши ӗҫнипе, виҫӗ ҫулччен мухмӑрла ҫӳренӗ, эрехрен йӑлт писнӗ; чылайӑшӗ, ытлашши ҫинисем, виҫӗ ҫулччен какӑрса ҫӳренӗ.

Некоторые так напились, что у них после три года душа вина не принимала, другие так пресытились, что потом три года донимала их отрыжка.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех