Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑкӗ (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мошков телейӗшӗнех-и, уборнӑй шӑтӑкӗ тарӑнах пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна курса хам ӑҫта тӑнине ӑнланса илтӗм, кашкӑр шӑтӑкӗ ку, ун йӑви.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫӳлте, посёлокран ҫӳлте, Парпингӑн тӗп сӑваплӑ вырӑнӗ вырнаҫнӑ — Асура шӑтӑкӗ, ҫакна йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ тӗрлӗ тӗслӗ кӗлӗ ялавӗсем палӑртаҫҫӗ.

Сверху над посёлком находится главная святыня Парпинга — пещера Асура, и об этом возвещают многочисленные разноцветные молитвенные флажки, развешенные на деревьях.

Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3

Тӳме шӑтӑкӗ аслӑланса кайман-и?

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗр шӑтӑкӗ пулсан, тӳрех анса кайӑттӑм ҫавӑнта.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паянхи кун тӗлне хиртен килекен симӗс массӑпа пӗр силос шӑтӑкӗ тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Шӑтӑкӗ арча пек тӳрӗ кӗтеслӗ те тӑпӑл-тӑпӑл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ывӑлӑма ҫамкинчен таккасах каларӑм, упа шӑтӑкӗ пек пӗчӗк яла каялла ура ярса ан пуснӑ пултӑр терӗм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗлнӗ вӑл: вӗренӳ — хӗвел ҫути, вӗренменни — тӗп ҫакнӑ шӑтӑкӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑмӑкӗсене те ҫав тери вӗрентесшӗн ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл пуппа сӑмахлакана чунсӑр, шелсӗр, хӑй кӑмӑлне каймансере икӗ шӑтӑкӗ витӗр халь тесен халь хыпса ҫатма хатӗр нихҫан курман тискер чӗрчун евӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хупахпа чӗркенӗ пулӑсене ӳпле шӑтӑкӗ умӗнче Санюка тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑтӑкӗ хӗсӗккипе мар, хӗртме хӗн пулнипе хӗвел пӗлӗт тӑрӑх юн юхтарать.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӗр тӗпне анмалли шӑтӑкӗ хӗсӗк пулас.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Силос шӑтӑкӗ патне епле майпа пырса тухрӑн, Полина?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗл ларсанах вара, Атӑл урлӑ ҫул уҫӑлнӑ-уҫӑлманах, пӗр вырсарникун эпӗ кушакран та пӗчӗкҫӗ Арӑсланӑмпа, хамӑн юратнӑ йытӑпа, упа шӑтӑкӗ патне ҫитсе те тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӑл пӗррехинче мунча хутать те мӑшӑрӗ ҫӑвӑннине тӗнӗ шӑтӑкӗ витӗр сӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кӑкшамара ҫавнашкал упа шӑтӑкӗ тесе шутлатни вара, инке?

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арлан шӑтӑкӗ кӑна, ҫапах ӑшӑра ҫӗр каҫатӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ тутар княҫӗн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хапхине килти хапхана уҫнӑ пек хӗпӗртесе уҫса ячӗ, лашана витене тӑратса апат панӑ-паман паллакан хӳме шӑтӑкӗ патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хураман ҫак шӑтӑкӗ те ытти йывӑҫсем хӑйсене хӑйсем сиплесе сыватнӑ пекех питӗрӗнсе ларнӑ, укҫисем вара шала юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех